Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Эпир мӗнле вӑхӑтра пурӑннине асра тыт

Эпир мӗнле вӑхӑтра пурӑннине асра тыт

Нумай ҫул хушши Иегова Иудея ҫыннисене эсир усал ӗҫсем тума пӑрахмасан эпӗ сире сирсе ярӑп тесе асӑрхаттарнӑ (4Патш 24:2, 3; w01-U 2/15 12 с., 2 абз.).

Пирӗн эрӑчченхи 607 ҫулта Иегова Иерусалима тӗп тӑвас тесе Вавилон ҫыннисемпе усӑ курнӑ (4Патш 25:8—10; w07-U 3/15 11 с., 10 абз.).

Кам Иегова асӑрхаттарса каланине итленӗ, ҫавсене Иегова ҫӑлнӑ (4Патш 25:11).

Ҫӗр ҫинче пурӑнакансене Иегова нумай ҫул хушши ӗнтӗ эпӗ ҫылӑхлӑ ҫынсене сут тӑвӑп тесе асӑрхаттарать (2Пт 3:7).

ХӐВӐНТАН ЫЙТ: «Ҫак усал тӗнчепе мӗн пуласси ҫинчен ыттисене каласа парас тесе эпӗ пур майпа та усӑ куратӑп-и?» (2Тм 4:2).