Февралӗн 12—18
ПСАЛОМ 5—7
118-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)
1. Ыттисем кирек мӗн тусан та Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлӑр
(10 мин.)
Ыттисен ӗҫӗсене пула Давид хушӑран савӑнӑҫа ҫухатнӑ (Пс 6:7, 8).
Вӑл пулӑшу ыйтса Иеговӑна кӗлтунӑ (Пс 6:3, 10; w21.03 15 с, 7, 8 абз.).
Давид Иеговӑна хытӑ шаннӑ, ҫакӑ ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшнӑ (Пс 6:11).
ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР: «Эпӗ хамӑн ӗненӗве ҫирӗплетсе тӑратӑп-и? Ыттисем Иеговӑна хӑварсан та, ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма манӑн ӗненӳ ҫирӗп-и?» (w20.07 8—9 с., 3, 4 абз.).
2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр
(10 мин.)
Пс 5:10. Усал ҫынсен «карланки — уҫӑ тупӑк» тени мӗне пӗлтерет? (it-2-U 70 с., 12 абз.).
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
3. Библи вулани
(4 мин.) Пс 7:2—13 (th 10 урок).
4. Калаҫу пуҫлӑр
(3 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР (lmd 1 урок, 3 пункт).
5. Калаҫу пуҫлӑр
(2 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынпа калаҫнӑ чухне Библи ҫинчен асӑнмасӑрах ӑна хӑв Иегова Свидетелӗ пулнине ӑнланса илме пулӑш (lmd 2 урок, 4 пункт).
6. Интереса аталантарӑр
(2 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Тавлашас текен ҫынпа калаҫни (lmd 4 урок, 5 пункт).
7. Хӑвӑр мӗне ӗненнине ӑнлантарса парӑр
(4 мин.) Диалог. ijwfq 64 статья. Тема: «Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем тӑван ҫӗршыва чысланипе ҫыхӑннӑ церемонисене хутшӑнмаҫҫӗ?» (lmd 3 урок, 4 пункт).
99-мӗш юрӑ
8. Сӑваплӑ ӗҫ пирки ҫулсеренхи отчёт
(15 мин.) Сӳтсе явни. Филиалтан илнӗ ҫырури сӑваплӑ ӗҫ пирки ҫулсеренхи отчёта вуласа пар. Унтан итлекенсенчен хӑйсене «Всемирный отчёт Свидетелей Иеговы за 2023 служебный год» отчётра мӗн хавхалантарни ҫинчен ыйтса пӗл. Ҫавӑн пекех хыпарҫӑсене (вӗсемпе маларах калаҫса татӑл) иртнӗ ҫулта хӑйсемпе пулса иртнӗ интереслӗ тӗслӗхсем ҫинчен каласа пама ыйт.
9. Пухура Библи вӗренни
(30 мин.) kr 6 сып., 16—24 абз. тата «Патшалӑх ертсе пынине эсир чӑннипех ӗненетӗр-и?» рамка