Февралӗн 19—25
ПСАЛОМ 8, 9
2-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)
1. «Эй Ҫӳлхуҫа, Сана... аслӑлам»
(10 мин.)
Иегова пирӗнпе питӗ ырӑ (Пс 8:4—7; w21.08 3 с., 6 абз.).
Ыттисене Иеговӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен каласа панипе эпир ӑна аслӑлатпӑр, пире ҫакна тума питӗ килӗшет (Пс 9:2; w20.05 23 с., 10 абз.).
Ҫавӑн пекех Патшалӑх юррисене чун-чӗререн юрланипе эпир ӑна аслӑлатпӑр (Пс 9:3, 4; w22.04 7 с., 13 абз.).
ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР: «Эпӗ Иеговӑна тата мӗнле майсемпе аслӑлама пултаратӑп?»
2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр
(10 мин.)
-
Пс 8:4. Иегова тунӑ япаласем ҫинчен шухӑшласа Давид мӗне вӗреннӗ? (w23.03 19 с., 14 абз.).
-
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
3. Библи вулани
(4 мин.) Пс 9:22—38 (th 11 урок).
4. Калаҫу пуҫлӑр
(3 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Турра ӗненмен ҫынпа калаҫни (lmd 5 урок, 4 пункт).
5. Интереса аталантарӑр
(4 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Турра ӗненмен, анчах Пултаракан пуррине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене пӑхса тухма хирӗҫ пулман ҫынпа тепӗр хут калаҫни (th 7 урок).
6. Доклад
(5 мин.) w21.06 6—7 с., 15—18 абз. Тема: «Библи вӗренекене Иеговӑна мухтава кӑларма вӗрентӗр» (th 10 урок).
10-мӗш юрӑ
7. Май килнӗ чухне ырӑ хыпар сарни. Калаҫу хӑйне хӑех пулса пытӑр тесе мӗн тума пулать?
(10 мин.). Сӳтсе явни.
Иеговӑна мухтамалли майсенчен пӗри — май килнӗ чухне ҫынсене ырӑ хыпар каласси (Пс 34:28). Малтанлӑха ҫакӑ хӑратма пултарать. Анчах та калаҫӑва пуҫлама тата ӑна малалла тӑсма вӗренсен, эпир ӑнӑҫлӑ пулӑпӑр тата нумай савӑнӑҫ илӗпӗр.
ВИДЕО кӑтарт: «„Канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар“ пӗлтерме хатӗр тӑрӑр. Пуҫаруллӑ пулӑр». Унтан ыйту пар:
Май килнӗ чухне ырӑ хыпара ӑнӑҫлӑрах сарма ҫак видео сире мӗнле пулӑшма пултарать?
Ҫак канашсем сире май килнӗ чухне ырӑ хыпар сарма пулӑшӗҫ:
-
Килтен тухас умӗн сирӗн ҫынсемпе калаҫмалли мӗнле майсем пулма пултарасси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Ҫакӑн пирки кӗлтӑвӑр. Иеговӑран тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене тӗл пулма пулӑш тесе ыйтӑр.
-
Тӗл пулакан ҫынсемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулӑр тата вӗсемпе чӗререн интересленӗр. Библири мӗнле шухӑш ҫын чӗрине пырса тивме пултарнине ӑнланма тӑрӑшӑр.
-
Ҫын хирӗҫ мар пулсан, пӗр-пӗрин телефон номерӗсене илӗр.
-
Библири пӗр-пӗр шухӑша каличченех калаҫу вӗҫленчӗ пулсан, ан кулянӑр.
-
Ҫынпа калаҫнӑ хыҫҫӑн та ҫын ҫинчен шухӑшлама ан пӑрахӑр. Библири сӑвӑ йӗркине е jw.org сайтри статья ҫине яракан ссылка ярса парса ҫынпа малалла та интересленнине кӑтартӑр.
Ҫапла туса пӑхӑр: сирӗнтен канмалли кунсем мӗнле иртрӗҫ тесе ыйтсан, пухура илтнӗ пӗр-пӗр шухӑша е ырӑ хыпар мӗнле сарни ҫинчен каласа парӑр.
8. Пухӑва мӗн кирлине шута илни
(5 мин.)
9. Пухура Библи вӗренни
(30 мин.) kr 7 сып., 1—9 абз.