Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Февралӗн 26 — мартӑн 3

ПСАЛОМ 10—14

Февралӗн 26 — мартӑн 3

139-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. Ҫӗнӗ тӗнчере хӑвӑр мирлӗ пурнӑҫпа пурӑнассине куҫ умне кӑларса тӑратӑр

(10 мин.)

Ҫынсем законсене хисеплемеҫҫӗ тата йӗркене пӑсаҫҫӗ, ҫавна пула хальхи вӑхӑтра пӗтӗм тӗнчипе пусмӑрлӑх анлӑ сарӑлнӑ (Пс 10:2, 3; w06-U 5/15 18 с., 3 абз.).

Иегова кӗҫех пусмӑрлӑха пӗтересси пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр (Пс 10:5; wp16.3 11 с.).

Иегова пире ҫӑлма сӑмах пани ҫинчен шухӑшласан эпир ҫӗнӗ тӗнчене чӑтӑмлӑн кӗтме пултарӑпӑр (Пс 12:6; w17.08 7 с., 15 абз.).

ҪАПЛА ТУСА ПӐХӐР: Иезекииль 34:25-мӗш сӑвӑ йӗркине вуласа тухӑр та ҫӗнӗ тӗнчере нимӗнрен те, никамран та хӑрамасӑр пурӑнассине куҫ умне кӑларса тӑратӑр (kr 236 с., 16 абз.).

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Пс 13:1. Мӗншӗн ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑл чӑн христиансемшӗн хӑрушӑ пулма пултарать? (w13 9/15 18 с., 12 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Пс 12:2—13:7 (th 2 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(2 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна Каҫхи апат уявне чӗн (lmd 5 урок, 3 пункт).

5. Калаҫу пуҫлӑр

(1 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна Каҫхи апат уявне чӗн (lmd 3 урок, 4 пункт).

6. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна Каҫхи апат уявне чӗннӗ чухне вӑл ҫакӑнпа интересленнине кӑтартать (lmd 7 урок, 4 пункт).

7. Вӗренекенсене хатӗрлӗр

(5 мин.) lff 13 урок, «Тӗп шухӑш», «Вӗреннине аса илни» тата «Манӑн тӗллевсем» рамкӑсем. «Тӗпчемелли» рамкӑри пӗр-пӗр статьяпа усӑ курса вӗренекене Иегова суя тӗн ҫине мӗнле пӑхнине ӑнланма пулӑш (th 12 урок).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

8-мӗш юрӑ

8. «Ӑслӑлӑх ҫар кӑралӗнчен лайӑхрах»

(10 мин.). Сӳтсе явни.

Пӗтӗм тӗнчипе пусмӑрлӑх нумайланса пырать. Тен, эсир хӑвӑр та пусмӑрпа тӗл пулнӑ. Иегова ҫакӑ пире пӑшӑрхантарнине тата эпир хамӑра хӳтлӗхри пек туясшӑн пулнине ӑнланать. Иегова пире тӗрлӗ майпа хӳтӗлет, сӑмахран, ҫакна вӑл хӑйӗн Сӑмахӗ, Библи, урлӑ тӑвать (Пс 11:6—9).

Библире ӑслӑ канашсем нумай, ӑслӑлӑх вара «ҫар кӑралӗнчен лайӑхрах» (Ек 9:18). Ҫак принципсем хӑвӑра пусмӑртан мӗнле хӳтӗлеме пултарасси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:

  • Ек 4:9, 10. Хӑрушӑ районсенче пӗччен ан ҫӳрӗр тата хӑрушӑ лару-тӑрусенчен пӑрӑнӑр.

  • Ыт 22:3. Йышлӑ халӑх хушшинче яланах асӑрхануллӑ пулӑр.

  • Ыт 26:17. Ҫынсен харкашӑвне ан хутшӑнӑр.

  • Ыт 17:14. Таврари лару-тӑру ҫивӗчленсе пынине курсанах ҫав вырӑнтан кайӑр. Пӑлханакан ушкӑнран пӑрӑнӑр.

  • Лк 12:15. Хӑвӑр пурлӑха хӳтӗлес тесе пурнӑҫӑра хӑрушлӑха кӗртсе ан ӳкерӗр.

ВИДЕО кӑтарт: «Кам ӗненнӗ, ҫавсенчен тӗслӗх илӗр: Ламехран мар, Енохран». Унтан ыйту пар:

Ҫемйи пусмӑрпа тӗл пулсан, арҫын тӑвана тӗрӗс йышӑну тума Енох тӗслӗхӗ мӗнле пулӑшнӑ? (Евр 11:5).

Хӑш-пӗр лару-тӑрусенче христианин хӑйне тата хӑйӗн пурлӑхне хӳтӗлеме хӑй мӗн тума пултарнине веҫех тӑвас тейӗ. Анчах унӑн ҫавна пула никам та ан вилтӗр тесе тӑрӑшмалла (Пс 50:16). (2017 ҫулхи июль уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Вулакансен ыйтӑвӗсем» статьяна пӑхӑр.)

9. Каҫхи апат уявне чӗнмелли кампани шӑматкун, мартӑн 2-мӗшӗнче, пуҫланӗ

(5 мин.) Доклад. Старейшина туса парать. Сирӗн пухӑвӑн территорийӗнче ятарлӑ доклад тата Каҫхи апат уявӗ мӗнле иртесси ҫинчен тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе мӗнле йӗркелесси ҫинчен каласа пар. Хыпарҫӑсем март тата апрель уйӑхӗсенче пулӑшакан пионер пулса 15 сехет ырӑ хыпар сарма пултарни ҫинчен аса илтер.

10. Пухура Библи вӗренни

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 40-мӗш юрӑ тата кӗлӗ