Февралӗн 5—11
ПСАЛОМ 1—4
150-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)
1. Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ тӑрӑр
(10 мин.)
[ВИДЕО кӑтарт: «Псаломсен кӗнекипе паллаштарни».]
Ҫынсен патшалӑхӗсем Турӑ Патшалӑхне хирӗҫ тӑраҫҫӗ (Пс 2:2; w21.09 15 с., 8 абз.).
Иегова пур ҫынна та хӑйӗн Патшалӑхӗ майлӑ тӑма май парать, анчах та ҫакна тума вӑхӑт сахалрах та сахалрах юлать (Пс 2:10—12).
ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР: «Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулас пулсан та, политикӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫсенче нейтралитет тытса тӑма эпӗ ҫирӗп шут тытнӑ-и?» (w16.04 29 с., 11 абз.).
2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр
(10 мин.)
Пс 1:4. Мӗншӗн усал ҫынсем пирки «ҫил вӗҫтерсе каякан хывӑх пек» тенӗ? (it-2-U 108 с., 5—7 абз.).
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
3. Библи вулани
(4 мин.) Пс 3:2—4:9 (th 12 урок).
4. Калаҫу хӑйне хӑех пулса пытӑр. Филипп мӗн тунӑ?
(7 мин.) Сӳтсе явни. ВИДЕО кӑтарт. Унтан lmd 2-мӗш урокри 1, 2 пунктсене сӳтсе яв.
5. Калаҫу хӑйне хӑех пулса пытӑр. Филипран тӗслӗх илӗр
(8 мин.) Сӳтсе явни (lmd 2 урок, 3—5 пунктсем тата «Ҫаксене те пӑхӑр» рамка).
32-мӗш юрӑ
6. Пухӑва мӗн кирлине шута илни
(15 мин.)
7. Пухура Библи вӗренни
(30 мин.) kr 6 сып., 8—15 абз. тата «Ырӑ хыпар сарма хавхалантарнӑ конгрессем» рамка