Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Январӗн 15—21

ИОВ 36, 37

Январӗн 15—21

147-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. Турӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах панине мӗншӗн шанма пулать?

(10 мин.)

Иегова ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнать (Иов 36:26; w22.12 2—3 с., 3, 4 абз.).

Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫа тытса тӑма Иеговӑн ӑслӑлӑх та, вӑй та пур (Иов 36:27, 28; w20.05 22 с., 6 абз.).

Иегова пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен мӗн тумаллине вӗрентет (Иов 36:4, 22; Ин 17:3).


Турӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах панине хытӑ ӗненни пире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшать (Евр 6:19; w22.10 28 с., 16 абз.).

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Иов 37:20. Авалхи вӑхӑтра хыпарсемпе информацие ытларах чухне мӗнле пӗлтерсе тӑнӑ? (it-2-U 314 с., 6 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Иов 36:1—21 (th 2 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) ХАЛӐХ ЙЫШЛӐ ҪӲРЕКЕН ВЫРӐНТА ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР (lmd 3 урок, 3 пункт).

5. Интереса аталантарӑр

(4 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР (lmd 2 урок, 5 пункт).

6. Хӑвӑр мӗне ӗненнине ӑнлантарса парӑр

(5 мин.) Доклад. Ijwfq 57 статья, 5—15 абз. Тема: «Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсене холокост вӑхӑтӗнче хӗсӗрленӗ?» (th 18 урок).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

49-мӗш юрӑ

7. Медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулма пултаракан лару-тӑрӑва эсир хатӗр-и?

(15 мин.). Сӳтсе явни. Старейшина ирттерет.

Иегова юн пирки закон панӑ. Пире ҫак законпа килӗшӳллӗн пурӑнма пулӑшас тесе Иеговӑн организацийӗ мӗн кирлине пурне те парса тӑрать (Ап ӗҫ 15:28, 29). Эсир Иегова мӗн панипе усӑ куратӑр-и?

«Волеизъявление и доверенность относительно медицинского вмешательства» (dpa) тата «Удостоверение личности» (ic). Ҫак документсенче юнпа мӗнле усӑ курасси пирки ҫын хӑй мӗн шутланине ҫырса хурать. Шыва кӗнӗ хыпарҫӑсем ҫак документсене литературӑшӑн яваплӑ тӑванран илме пултараҫҫӗ. Сирӗн ҫула ҫитмен ачасем пур пулсан, вӗсем валли «Удостоверение личности» илме пултаратӑр. Ҫак документсем яланах ҫумра пулмалла. Эсир вӗсене ҫырса хатӗрлемен пулсан е вӗсене ҫӗнетмелле пулсан, ҫакна май килнӗ таран хӑвӑртрах тума тӑрӑшӑр.

«Информация для беременных» (S-401) тата «Информация для пациентов, которым требуется хирургическое вмешательство или химиотерапия» (S-407). Ҫак документсем медицинӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусем пирки, ҫав шутрах юнпа мӗнле усӑ курмаллипе ҫыхӑннӑ ыйтусем пирки те, маларах йышӑну тума пулӑшӗҫ. Эсир йывӑр ҫын пулсан, сире операци тумалла пулсан е сирӗн онкологи чирӗнчен сипленмелле пулсан, хӑвӑра кирлӗ документа старейшинӑсенчен ыйтӑр.

Больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитет. Больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитетра ятарласа вӗрентнӗ старейшинӑсем ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Ҫак арҫын тӑвансем тухтӑрсене те, хыпарҫӑсене те юнпа мӗнле усӑ курмалли ҫинчен информаци пама пултараҫҫӗ. Вӗсем хӑвӑра сиплекен тухтӑрпа юн ямасӑр сипленмелли урӑх меслетсем пурри ҫинчен калаҫса пӑхма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем юн ямасӑр сиплеме килӗшекен тухтӑра шыраса тупма пултараҫҫӗ. Ҫак арҫын тӑвансем сире кунӗн-ҫӗрӗн пулӑшма хатӗр. Сирӗн больницӑна выртмалла, е сире операци тумалла пулсан, е сипленмелле пулсан — сӑмахран, химиотерапи тумалла пулсан — ҫакӑн ҫинчен май килнӗ таран хӑвӑртрах больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитетри тӑвансене пӗлтерӗр. Юн ямалла пулмасть тесе шутлатӑр пулсан та ҫакна тӑвӑр. Ҫуратма хатӗрленекен хӗрарӑмсен те ҫакна тумалла. Сире пулӑшу кирлӗ пулсан, больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитетри тӑвансемпе мӗнле ҫыхӑнмаллине старейшинӑсенчен ыйтса пӗлме пулать.

ВИДЕО кӑтарт: «Больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитетсем. Вӗсем пире мӗнле пулӑшаҫҫӗ?» Унтан ыйту пар:

Сипленмелле е операци тумалла пулсан, больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитет сире мӗнле пулӑшма пултарать?

8. Пухура Библи вӗренни

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 67-мӗш юрӑ тата кӗлӗ