Январӗн 29 — февралӗн 4
ИОВ 40—42
124-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)
1. Иовпа мӗн пулса иртнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
(10 мин.)
Эпир Иегова пӗлнӗ чухлӗ пӗлменнине асра тытӑр (Иов 42:1—3; w10 10/15 4 с., 4—6 абз.).
Иеговӑпа унӑн организацийӗ паракан канашсене хапӑл туса йышӑнӑр (Иов 42:5, 6; w17.06 25 с., 12 абз.).
Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлакансене Иегова пиллет (Иов 42:10—12; Иак 5:11; w22.06 25 с., 17, 18 абз.).
2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр
(10 мин.)
-
Иов 42:7. Иовӑн виҫӗ юлташӗ, тӗрӗссипе каласан, камран мӑшкӑлласа кулнӑ? Ҫакна пӗлни мӑшкӑлласа кулнине тӳссе ирттерме пире мӗнле пулӑшать? (it-2-U 141 с., 6 абз.).
-
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
3. Библи вулани
(4 мин.) Иов 42:1—17 (th 11 урок).
4. Калаҫу пуҫлӑр
(3 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Христиан тӗнне тытса тӑман ҫынпа калаҫни (lmd 5 урок, 3 пункт).
5. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
6. Доклад
(4 мин.) lmd 1 Хыҫсӑмах, 2 пункт. Тема: «Ҫӗр нихӑҫан та пӗтмӗ» (th 13 урок).
108-мӗш юрӑ
7. Ыттисене Иеговӑн юратӑвне туйса илме пулӑшӑр
(15 мин.). Сӳтсе явни.
Иегова вӑл — юрату. Эпир, унӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май, вӑл пире юратнине туйса тӑратпӑр (1Ин 4:8, 16). Ҫакӑн пек юратакан Турӑшӑн ӗҫлесе тӑни пире савӑнӑҫ парать. Пирӗн унӑн тусӗсем пулас килет тата ҫак туслӑха ҫирӗплетсех тӑрас килет.
Иеговӑран тӗслӗх илсе эпир килтисене, пухури тӑвансене тата ытти ҫынсене юратнине кӑтартма тӑрӑшатпӑр (Иов 6:14; 1Ин 4:11). Ҫапла тунипе эпир ыттисене Иеговӑна пӗлме, унпа ҫывӑхланма пулӑшатпӑр. Вӗсене юратнине кӑтартмасан вара, вӗсем хӑйсене Иегова юратни пирки иккӗленме пултараҫҫӗ.
ВИДЕО кӑтарт: «Иеговӑн ҫемйинче эпир юрату мӗн иккенне пӗлтӗмӗр». Унтан ыйту пар:
Лэй Лэйпа тата Мимипе мӗн пулса иртни юрату кӑтартни питӗ кирлине мӗнле кӑтартса парать?
Пухури тӑвансем Иеговӑн юратӑвне туйччӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
-
Вӗсем ҫине Иеговӑн хаклӑ сурӑхӗсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхӑр (Пс 99:3).
-
Вӗсене хавхалантарма тӑрӑшӑр (Эф 4:29).
-
Вӗсен туйӑмӗсене ӑнланма тӑрӑшӑр (Мф 7:11, 12).