Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Январӗн 8—14

ИОВ 34, 35

Январӗн 8—14

30-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан мӗн тумалла?

(10 мин.)

Асра тытӑр: Иегова нихӑҫан та тӗрӗс маррине тумасть (Иов 34:10; wp19.1 7 с., 6 абз.).

Йӗркесӗр ҫынсем хӑйсен ӗҫӗсемшӗн явап тытмаҫҫӗ пек туйӑнма пултарать, анчах Иеговӑран нимӗн те пытараймӑн (Иов 34:21—27; w17.04 10 с., 5 абз.).

Тӗрӗсмарлӑха пула асапланакан ҫынсене пулӑшмалли чи лайӑх май вӑл — Иегова ҫинчен каласа пани (Иов 35:9, 10; Мф 28:19, 20; w21.05 7 с., 19, 20 абз.).

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Иов 35:7. Елиуй Иова: «[Турӑ] санӑн аллунтан мӗн илет?» — тенипе мӗн каласшӑн пулнӑ? (w17.04 29 с., 3 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Иов 35:1—16 (th 10 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Калаҫу пуҫлӑр

(3 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Библи вӗренме сӗн (lmd 10 урок, 3 пункт).

5. Калаҫу пуҫлӑр

(4 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ачаллӑ ҫынна jw.org сайтра ашшӗ-амӑшӗсем валли усӑллӑ информацие мӗнле тупмаллине кӑтарт (lmd 1 урок, 4 пункт).

6. Вӗренекенсене хатӗрлӗр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

58-мӗш юрӑ

7. Эсир май килнӗ чухне ырӑ хыпар саратӑр-и?

(15 мин.). Сӳтсе явни.

Павел апостол Тимофея: «Туррӑн сӑмахне пӗлтер, ҫавна... хастаррӑн ту»,— тесе хавхалантарнӑ (2Тм 4:2). Хӑш-пӗр чухне «хастаррӑн ту» тесе куҫарнӑ грек глаголӗпе хуралта яланах хатӗр тӑракан ҫар ҫынни е хуралҫӑ ҫинчен каланӑ чухне усӑ курнӑ. Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ пирӗн кӑмӑла, ҫынсемпе калаҫнӑ чухне калаҫӑва Библи ҫине куҫарса яма яланах хатӗр пулнине, сӑнласа парать.

Иеговӑна юратни тата вӑл хамӑра ырӑ тунишӗн пархатарлӑ пулни пире ыттисене унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен каласа пама хавхалантарать.

Псалом 70:8 вуласа пама ыйт. Унтан ыйту пар:

Эсӗ ыттисене Иегова ҫинчен мӗн каласа парасшӑн?

Ҫынсене юратни те пире май килнӗ чухне ырӑ хыпар калама хавхалантарать.

ВИДЕО кӑтарт: «Чӑнлӑха пӗр харӑс ҫӗр-ҫӗр ҫын тупнӑ». Унтан ыйтусем пар:

  •   Пӗр тӑван май килнӗ чухне ырӑ хыпар калани ҫӗр-ҫӗр ҫынна чӑнлӑха йышӑнма мӗнле пулӑшнӑ?

  •   Унччен чиркӗве ҫӳренӗ ҫынсене чӑнлӑха пӗлни мӗнле пулӑшнӑ?

  • Май килнӗ чухне ырӑ хыпар калама пире ҫынсене юратни мӗнле хавхалантарать?

  • Сирӗн шутпа, мӗншӗн май килнӗ чухне ырӑ хыпар калани ҫынсене Иеговӑпа паллашмалли питӗ лайӑх май теме пулать?

8. Пухура Библи вӗренни

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 138-мӗш юрӑ тата кӗлӗ