Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Библи вӗренекенсене хӑйсен пурнӑҫне Турра халаллама тата шыва кӗме пулӑшатпӑр

Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Библи вӗренекенсене хӑйсен пурнӑҫне Турра халаллама тата шыва кӗме пулӑшатпӑр

ҪАКӐ МӖНШӖН ПИТӖ КИРЛӖ: Иеговӑна юрӑхлӑ пулас тесен Библи вӗренекенсен хӑйсен пурнӑҫне Турра халалламалла тата шыва кӗмелле (1Пт 3:21). Кам Турра халалланипе килӗшӳллӗ пурӑнать, ҫавсен хӑйсемпе Турӑ хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусем пур (Пс 90:1, 2). Христианин хӑйӗн пурнӑҫне пӗр-пӗр ҫынна, ӗҫе е организацие мар, Иеговӑна халаллать. Ҫавӑнпа Библи вӗренекенсен Турра юратма тата ӑна пархатарлӑ пулма вӗренсе пымалла (Рм 14:7, 8).

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА:

  • Вӗрентнӗ чухне вӗренекенрен вӑл Иегова ҫинчен мӗн ҫӗнни пӗлнине ыйтса пӗлӗр. Кашни кун Библи вулани тата яланах Иеговӑна кӗлтуни питӗ кирлӗ пулнине палӑртӑр (1Фс 5:17; Иак 4:8).

  • Вӗренекене хӑйӗн пурнӑҫне Турра халаллама тата шыва кӗме хавхалантарӑр. Ҫавӑн пекех ӑна пӗчӗк тӗллевсене пурнӑҫлама, сӑмахран, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче хуравсем пама тата кӳршӗсене, пӗрле ӗҫлекенсене ырӑ хыпар пӗлтерме пулӑшӑр. Асра тытӑр: Иегова хӑйӗншӗн никама та вӑйпа ӗҫлеттересшӗн мар. Пурнӑҫа Турра халалласси вӑл — кашни хӑй тӗллӗн тумалли йышӑну (Сак аст 30:19, 20).

  • Иеговӑна савӑнтарас тесе тата шыва кӗме юрӑхлӑ пулас тесе Библи вӗренекене кирлӗ улшӑнусем тума хавхалантарӑр (Ыт 27:11). Характерӑн хӑш-пӗр енӗсене тата йӑласене улӑштарма йывӑр пулма пултарать, ҫавӑнпа вӗренекене «авалхи этемӗн ӗлӗкхи пурӑнӑҫ йӗркине пӑрахса... ҫӗнӗ ҫын» пулса тӑма, тен, пулӑшу кирлӗ пулӗ (Эф 4:22—24, ҪС). Унпа «Библи пурнӑҫа улӑштарать» ярӑмри статьясене сӳтсе явӑр.

  • Иеговӑшӑн ӗҫлени сире мӗнле савӑнӑҫ пани ҫинчен ӑна каласа парӑр (Ис 48:17, 18).