Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | 86—90 ПСАЛОМСЕМ

«Ҫӳлти Турӑ хӳтлӗхӗнче» пулӑр

«Ҫӳлти Турӑ хӳтлӗхӗнче» пулӑр

Иеговӑн хӳтлӗхӗнче пулни пире хамӑрпа Турӑ хушшинчи хутшӑнусене упраса хӑварма пулӑшать

90:1, 2, 9—14

  • Хальхи вӑхӑтра кам Иеговӑн хӳтлӗхӗнче пулас тет, ҫавсен хӑйсен пурнӑҫне Турра халалламалла тата шыва кӗмелле

  • Турра шанман ҫынсем Иеговӑн хӳтлӗхӗнче пулма пултараймаҫҫӗ

  • Иеговӑн хӳтлӗхӗнчи ҫынсене Турра ӗненме тата юратма пӑрахтарма никам та, нимӗн те пултараймасть

Кайӑк тытакан «сунарҫӑ» пире танатана ҫаклантарасшӑн

90:3

  • Кайӑксем питӗ асӑрхануллӑ, вӗсене тытма ҫӑмӑл мар

  • Кайӑк тытакансем кайӑксене сӑнаҫҫӗ те тӗрлӗ таната шутласа кӑлараҫҫӗ

  • Сатана — «сунарҫӑ». Вӑл Иеговӑн ӗҫлекенӗсене сӑнать, Турӑпа вӗсен хушшинчи хутшӑнусене аркатас тесе танатасем лартса тухать

Сатанан тӑватӑ хӑрушӑ танати:

  • Ҫынсенчен хӑрани

  • Пурлӑхшӑн ҫунни

  • Сиен кӳрекен вӑйӑ-кулӑ

  • Хирӗҫӳсем