ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Чӑнлӑха вӗрентӗр
Сентябрь уйӑхӗнчен пуҫласа «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрадӗнче «Чӑнлӑха вӗрентӗр» ятлӑ ҫӗнӗ сӗнмелли май тухма пуҫлӗ. Вӑл пире ыйтупа тата вырӑнлӑ сӑвӑ йӗркипе усӑ курса Библири тӗп чӑнлӑхсене пӗлтерме пулӑшӗ.
Ҫын интересленет пулсан ун патне тепӗр хут килмешкӗн эпир ӑна публикаци парса хӑварма е пирӗн сайтри видеоролика кӑтартма пултаратпӑр. Ҫынпа тепӗр хут курса калаҫас тесен пирӗн ун патне тепӗр темиҫе кунранах пыма тӑрӑшмалла. Ҫӗнӗ сӗнмелли майсенче тата вӗренмелли заданисенче хушма ыйтусемпе Библи сӑвӑ йӗркисем пулӗҫ. Ҫаксем пурте пире Библипе кӑна усӑ курса ҫынсем патне тепӗр хут килсе калаҫма е Библи вӗренӗвӗ ирттерме пулӑшӗҫ.
Пурнӑҫ патне пӗр ҫул кӑна илсе каять (Мф 7:13, 14). Эпир тӗрлӗ тӗне тытса тӑракан тата тӗрлӗ халӑхран тухнӑ ҫынсене тӗл пулатпӑр, ҫавӑнпа пирӗн вӗсен чӗрине пырса тивекен Библири чӑнлӑхсем ҫинчен каламалла (1Тм 2:4). Библири темӑсем ҫинчен тата «чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс ӑнлантарса» парас тӗлӗшрен ӑстарах пулса пынӑ май эпир савӑнӑҫлӑрах пулӑпӑр тата ыттисене чӑнлӑха ӑнӑҫлӑн вӗрентӗпӗр (2Тм 2:15).