Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Сентябрь уйӑхӗнче «Йӑпатупа лӑплану ӑҫта тупма пулать?» брошюрӑна салатмалли ятарлӑ кампани

Сентябрь уйӑхӗнче «Йӑпатупа лӑплану ӑҫта тупма пулать?» брошюрӑна салатмалли ятарлӑ кампани

Кашни ҫынна йӑпатнипе лӑплантарни кирлӗ (Ек 4:1). Ҫавӑнпа та сентябрь уйӑхӗнче эпир «Йӑпатупа лӑплану ӑҫта тупма пулать?» брошюрӑна сӗнме тӑрӑшӑпӑр. Ҫав брошюрӑра паянхи йывӑр вӑхӑтра йӑпату ӑҫта тупмалли ҫинчен сӑмах пырӗ. Ӑна май килнӗ таран нумай ҫынна сӗнӗр. Анчах ҫынсене йӑпатас тесе эпир вӗсемпе куҫа-куҫӑн калаҫасшӑн, ҫавӑнпа та килте тытманнисем валли брошюрӑна хӑвармӑпӑр.

МӖН КАЛАМА ПУЛАТЬ

«Хутран-ситрен пире пурне те йӑпатнипе лӑплантарни кирлӗ. Анчах та ҫакна ӑҫта тупма пулать? [2 Коринф 1:3, 4 вуласа парӑр.] Ҫак брошюрӑра Турӑ пире мӗнле лӑплантарни ҫинчен каласа панӑ».

Ҫын интересленет тата брошюрӑна илет пулсан ӑна...

«МӖНШӖН БИБЛИ ВӖРЕНМЕЛЛЕ?» ВИДЕОРОЛИКА КӐТАРТӐР

Унтан Библи вӗренме сӗнӗр.

ТЕПӖР ХУТ КИЛМЕ НИКӖС ХЫВӐР

Тепрехинче сӳтсе явма ыйту парса хӑварӑр. Тӗслӗхрен: мӗншӗн Турӑ хӗн-асап пулма ирӗк парать?