Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Публикацисене сӗнмелли майсем

Публикацисене сӗнмелли майсем

«МӖНШӖН ТӲРӖ ПУРӐНМАЛЛА?» БРОШЮРА

Ыйту: Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫынсем ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗн пурӑнсан, пурнӑҫ лайӑхланӗ-ши?

Сӑвӑ йӗрки: Евр 13:18

Публикаци: Библи пире ялан тӳрӗ ӗҫ тума хавхалантарать. Апла пулсан, пирӗн нихӑҫан та суймалла-улталамалла мар. Ҫакӑн пирки ҫак брошюрӑра каланӑ. [Е план сӗн.]

«МӖНШӖН ТӲРӖ ПУРӐНМАЛЛА?» БРОШЮРА (юлашки страница)

Ыйту: Манӑн эсир ҫак ыйту пирки мӗн шутланине пӗлес килет. [Пӗрремӗш ыйтӑва вуласа пар.] Пӗрисем ҫын вилсен унӑн чунӗ малалла пурӑнать теҫҫӗ. Теприсем вилӗмпе пурте вӗҫленет тесе шутлаҫҫӗ. Эсир мӗне ӗненетӗр?

Сӑвӑ йӗрки: Ек 9:5

Публикаци: Библире ҫак ыйту пирки тата мӗн каланине ҫак статьяран пӗлме пулать. Сирӗн ӑна вулас килет-и? Тепрехинче вара ӑна сирӗнпе пӗрле сӳтсе явма пултаратпӑр.

ПЛАНСЕМПЕ УСӐ КУРМА ВӖРЕНӖР

Ыйту: Турра ӗненекенсем нумайӑшӗ Турӑ патне ҫывхарасшӑн. Библи те пире Турӑ патне ҫывхарма хавхалантарать.

Сӑвӑ йӗрки: Иак 4:8а

Публикаци: Ҫак планра Библири сӑвӑ йӗркисене тӗпе хурса Турӑ патне мӗнле ҫывхармаллине каласа панӑ. [Вырӑнлӑ планри «Сирӗн Турӑ Патшалӑх ҫынни пулас килет-и?» темӑна сӳтсе яв.]

МАНӐН СӖНМЕЛЛИ МАЙ

 

Унчченхи тӗслӗхсене тӗпе хурса хӑвӑрӑн сӗнмелли мая шутласа кӑларӑр.