Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ИОВ 21—27

Иов суя сӑмахсене йышӑнман

Иов суя сӑмахсене йышӑнман

Сатана суя сӑмахсемпе усӑ курса паянхи Иеговӑн ӗҫлекенӗсене хуйха ӳкерме тӑрӑшать. Иов кӗнекинчен Сатана мӗнле суя сӑмахсем сарнине тата Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем ҫине чӑннипе мӗнле пӑхнине курма пулать. Иегова сирӗншӗн тӑрӑшнине ҫирӗплетсе паракан Библири ытти сӑвӑ йӗркисене те ҫырса илӗр.

САТАНАН СУЯ СӐМАХӖСЕМ

ИЕГОВА ЧӐННИПЕ МӖНЛЕ ПӐХАТЬ

Турӑ ытла ҫирӗп ыйтнӑран ӑна юрӑхлӑ пулма май ҫук. Турра хӑйӗн пӗр пултарнийӗ те савӑнтармасть (Иов 4:18; 25:5)

Иегова эпир кӑшт та пулин вӑй хунине те хаклать (Иов 36:5)

Ҫын Турра усӑ кӳмест (Иов 22:2)

Иегова эпир шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнине йышӑнать тата пиллет (Иов 33:26; 36:11)

Ҫын тӳрӗ пулни-пулманни Турӑшӑн пӗрех (Иов 22:3)

Иегова тӳрӗ ҫынсемшӗн тӑрӑшать (Иов 36:7)