Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

Конгреса чӗнмелли кампани

Конгреса чӗнмелли кампани

Кашни ҫулах эпир пысӑк уява — регион конгресне — чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Тен, ытти ҫынсем те Иеговӑн ырӑлӑхне хӑйсем ҫинче туйса илес тейӗҫ, ҫавӑнпа эпир май килнӗ таран нумайрах ҫынна конгреса пыма чӗнме тӑрӑшӑпӑр (Пс 33:9). Старейшинӑсен совечӗ пухӑвӑн территорийӗнче чӗнӳ хучӗсене мӗнле салатасси пирки йышӑну тӑвӗ.

АСРА ТЫТӐР

  • Конгресс хӑҫан пулать?

  • Кампани хӑҫан пуҫланать?

  • Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусем хӑҫан пулаҫҫӗ?

  • Кампани вӑхӑтӗнче эпӗ мӗнле тӗллевсене пурнӑҫласшӑн?

  • Эпӗ кама чӗнесшӗн?

МӖН КАЛАМА ПУЛАТЬ?

Сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн ҫапла калама пулать:

«Паян пӗтӗм тӗнчипе ҫынсене питӗ пӗлтерӗшлӗ мероприятие чӗнеҫҫӗ. Вӑл ӑҫта тата хӑҫан пулассине ҫак чӗнӳ хутӗнче кӑтартнӑ. Эпир сире унта курма хавас пулӑпӑр».

ҪЫН ИНТЕРЕСНЕ МӖНЛЕ АТАЛАНТАРМАЛЛА?

Пирӗн май килнӗ таран нумайрах ҫынна конгреса чӗнес килет пулсан та, ҫын интересленсен калаҫӑва малалла тӑсма хатӗр пулмалла.

Канмалли кунсенче брошюрӑсемпе пӗрле конгреса чӗнмелли хутсене те сӗнме пулать.