Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Апрелӗн 4—10

ИОВ 16—20

Апрелӗн 4—10
  • 50-мӗш юрӑ тата кӗлӗ

  • Малтанхи сӑмахсем (3 мин. е сахалрах)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

  • «Ыттисене ырӑ сӑмахпа йӑпатӑр тата ҫирӗплетӗр» (10 мин.)

    • Иов 16:4, 5. Йӑпатакан ҫыннӑн сӑмахӗсем ыттисене тӗреклетмелле (w95-U 4/1 19 с., 12 абз.; w90-E 3/15 27 с., 1, 2 абз.)

    • Иов 19:2. Вилдад Иова ырӑ мар сӑмахсем каланипе хуйха ӳкернӗ (w06-U 3/15 15 с., 6 абз.; w94-U 10/1 32 с.)

    • Иов 19:25. Чӗрӗлсе тӑма шанчӑк пурри Иова йывӑр тӗрӗслев вӑхӑтӗнче вӑй панӑ (w06-U 3/15 15 с., 5 абз.; it-U «Выкуп», 14, 15 абз.)

  • Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр (8 мин.)

    • Иов 19:20. «Ӳтӗм шӑл тунинче ҫеҫ тӑрса юлчӗ» тенипе Иов мӗн каласшӑн пулнӑ? (w06-U 3/15 15 с., 1 абз.; it-U «Кожа», 7 абз.)

    • Иов 19:26. Иеговӑна пӗр ҫын та курман пулсан, Иов мӗнле ӑна курма пултарнӑ? (w94-U 11/15 19 с., 17 абз.)

    • Ку эрнере пӑхса тухнӑ Библи сыпӑкӗсенчен эпӗ Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗм?

    • Ку эрнере пӑхса тухнӑ Библи сыпӑкӗсенчен мӗн пӗлнипе эпӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫре мӗнле усӑ курма пултаратӑп?

  • Библи вулани: Иов 19:1—23 (4 мин. е сахалрах)

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

  • Ҫак уйӑхра салатмалли публикацисене сӗнме хатӗрленетпӗр (15 мин.). Сӳтсе явни. Публикацисене мӗнле сӗнмелли ҫинчен видеороликсем кӑтарт та вӗсене кӗскен сӳтсе яв. Итлекенсене публикацисене урӑх мӗнле майпа сӗнмеллине шухӑшласа кӑларма хавхалантар.

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ