Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Калаҫӑва пуҫлама пулӑшакан ҫӗнӗ ярӑм

Калаҫӑва пуҫлама пулӑшакан ҫӗнӗ ярӑм

2016 ҫулхи апрель уйӑхӗнчен пуҫласа салатмалли брошюрӑсен юлашки страницинче «Библи мӗн калать?» ятлӑ ҫӗнӗ ярӑм тухма тытӑнчӗ. Унӑн тӗллевӗ — Библири чӑнлӑхсем ҫинчен калаҫу пуҫлама пулӑшасси. Ҫак ярӑма пирӗн буклетсем пекех калӑпланӑ. Унта ҫынна хӑйӗн шухӑшне калама хавхалантаракан ыйту тата Библирен илсе панӑ хуравӗ пур, ҫавӑн пекех сӳтсе явмалли хушма материал пур.

Библири чӑнлӑхсене сӳтсе явни час-часах Библи вӗренӗвӗ пуҫлама май парать. Тата нумайрах ҫынна Турӑ ҫинчен пӗлме пулӑшас тесе ҫак ҫӗнӗ ярӑмпа усӑ курӑр (Мф 5:6).

ҪАК ЯРӐМПА МӖНЛЕ УСӐ КУРМАЛЛА:

  1. Илсе панӑ ыйтусенчен пӗринпе усӑ курса ҫын мӗнле шухӑшланине ыйт

  2. Ҫынна итлесе пӗтер те хурав панӑшӑн тав ту

  3. «Библи мӗн калать?» подзаголовок айӗнчи сӑвӑ йӗркине вуласа пар та ҫын ҫак сӑвӑ йӗрки пирки мӗн шутланине ыйт. Унӑн вӑхӑт пур пулсан, «Библирен тата мӗн пӗлме пулать?» подзаголовок айӗнчи материалпа усӑ курса калаҫӑва тӑс

  4. Брошюрӑна сӗн

  5. Иккӗмӗш ыйтӑва сӳтсе явма тепӗр хут тӗл пулма калаҫса татӑл