Сӗнмелли майсем
«ПӖЛӖТРЕ ПУРӐНАКАНСЕН ТӖНЧИ» БРОШЮРА
Ыйту: Сирӗн шутпа пӗлӗтре кам та пулин пурӑнать-и?
Сӑвӑ йӗрки: Ин 8:23
Публикаци: Ҫак брошюрӑран эсир Иисус Христоспа унӑн Ашшӗ пӗлӗтре пурӑнакансем ҫинчен мӗн каласа панине пӗлме пултаратӑр.
ЧӐНЛӐХА ВӖРЕНТӖР
Ыйту: Сирӗн шутпа, ҫынсем асапланнӑшӑн Турӑ айӑплӑ-и?
Сӑвӑ йӗрки: Иов 34:10
Чӑнлӑх: Турӑ ҫынсем тӳсекен асапсемшӗн айӑплӑ мар. Хӗн-асапсем Шуйттана пула тата ҫынсем тӗрӗс мар йышӑнусем тунине пула пулаҫҫӗ е вӑхӑтран, ӑнсӑртран сиксе тухаҫҫӗ. Эпир асапланнӑ чухне Турӑ яланах юнашар, вӑл пире питӗ пулӑшасшӑн.
«МӖНШӖН БИБЛИ ВӖРЕНМЕЛЛЕ?» (Видео)
Ыйту: Эсир мӗнле шутлатӑр: тӗнчене Турӑ тытса тӑрать-и? [Хурава итлӗр.] Библире мӗн калани сире тӗлӗнтерме пултарать. Ҫак кӗске видеоролика пӑхӑр-ха. [Видеоролик кӑтартӑр.]
Публикаци: Ҫак планра мӗншӗн хӗн-асап нумай пулнине ӑнлантарса панӑ. Унта Библи ҫинче никӗсленнӗ усӑллӑ шухӑшсем пур. Ҫавӑнти сӑвӑ йӗркисене эсир килте уҫса пӑхсан мӗншӗн хӗн-асап нумай пулнине тата лайӑхрах пӗлме пултаратӑр. [Вырӑнлӑ плана сӗнӗр.]
МАНӐН СӖНМЕЛЛИ МАЙ
Унчченхи тӗслӗхсене тӗпе хурса хӑвӑрӑн сӗнмелли мая шутласа кӑларӑр.