ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
«Кунтах эпӗ, мана яр»
Исаия Иеговӑн ӗҫне тума хатӗр пулнӑ, ҫав тӗлӗшрен вӑл пирӗншӗн лайӑх тӗслӗх. Вӑл ӗненӳ кӑтартнӑ тата мӗн тумалли пирки тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлмен пулсан та Иегова мӗн каланине пурнӑҫлама хатӗр пулнӑ (Ис 6:8). Ырӑ хыпар сарма хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса каяс тесе эсир хӑвӑр пурнӑҫра мӗн те пулин улӑштарма пултаратӑр-и? (Пс 109:3.) Паллах, малтан ҫакӑ «мӗн хака ӳкессине» шутласа пӑхмалла (Лк 14:27, 28). Ырӑ хыпар сарас тесе мӗн те пулин хӑварма хатӗр пулӑр (Мф 8:20; Мк 10:28—30). Иеговӑн ӗҫӗнчи пиллӗхсем эпир мӗн хӑварнинчен чылай нумайрах пулнине «Хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайни» видеороликра курма пулать.
ВИДЕОРОЛИК ПӐХНӐ ХЫҪҪӐН ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:
-
Эквадорта ырӑ хыпар пӗлтерес тесе Уильямссен ҫемйин мӗн-мӗн хӑварма тивнӗ?
-
Ӑҫта куҫса каясси пирки йышӑну тӑвиччен вӗсем мӗне шута илнӗ?
-
Вӗсем мӗнле пиллӗхсем илнӗ?
-
Хӑш вырӑнта хыпарҫӑсем ҫитсех кайманнине эсир мӗнле пӗлме пултаратӑр?
ТЕПРЕХИНЧЕ ҪЕМЬЕПЕ ПӖРЛЕ ПУҪҪАПНӐ ЧУХНЕ ҪАК ЫЙТУСЕНЕ СӲТСЕ ЯВӐР:
-
Иеговӑшӑн нумайрах ӗҫлес тесе пирӗн ҫемье мӗн-мӗн тума пултарать? (km 8/11 4—6 с.)
-
Хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайма пирӗн май ҫук пулсан, эпир хамӑрӑн пухӑва мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? (bw568 23—25 с.)