Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ИСАИЯ 6—10

Мессия пророкла каланисене пурнӑҫланӑ

Мессия пророкла каланисене пурнӑҫланӑ

Иисус ҫураличчен ҫӗр-ҫӗр ҫул маларах Исаия пророк Мессия «Иордан леш енчи ҫӗршывра, суя тӗнлӗ Галилея ҫӗрӗнче» ырӑ хыпар сарса ҫӳрӗ тесе пӗлтернӗ. Иисус ҫак пророкла каланине Галилейӑра ырӑ хыпар сарса тата вӗрентсе ҫӳренипе пурнӑҫланӑ (Ис 9:1, 2).

  • Хӑйӗн пӗрремӗш тӗлӗнмелле ӗҫне тунӑ (Ин 2:1—11) (Кана)

  • Апостолсене суйласа илнӗ (Мк 3:13—15) (Капернаум ҫывӑхӗнче)

  • Ту ҫинче вӗрентнӗ (Мф 5:1—7:27) (Капернаум ҫывӑхӗнче)

  • Тӑлӑх арӑмӑн ывӑлне чӗртсе тӑратнӑ (Лк 7:11—17) (Наин)

  • Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн 500 яхӑн вӗренекенне курӑннӑ (1Кр 15:6) (Галилея)