ИСАИЯ 11—16
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ |Пӗтӗм ҫӗр Иеговӑна туллин пӗлсе ҫитӗ
11:6—9
Ҫак пророкла калани израильтянсем ҫинче мӗнле пурнӑҫланнӑ
-
Вавилон тыткӑнӗнчен киле таврӑннӑ чухне те, ҫӗнетнӗ-тасатнӑ Иудея ҫӗрӗнче пулнӑ чухне те израильтянсен тискер чӗрчунсенчен е хӑйсене тискер чӗрчунсем пек тытакан хаяр ҫынсенчен хӑрамалла пулман (Езд 8:21, 22)
Ҫак пророкла калани паянхи кунсенче мӗнле пурнӑҫлать
-
Иегова ҫинчен пӗлни ҫынсене хӑйсен характерне улӑштарма хавхалантарать. Унччен хӑвӑрт тарӑхса кайма пултарнӑ ҫынсем халӗ ыттисемпе килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Турӑ ҫинчен пӗлсе пынине пула сӑнарлӑ рай пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ
Ҫак пророкла калани пуласлӑхра мӗнле пурнӑҫланӗ
-
Иегова малтанах шухӑшласа хунӑ пекех пӗтӗм ҫӗр рай пулса тӑрӗ, унта ҫынсем мирлӗ тата нимрен хӑрамасӑр пурӑнӗҫ. Ҫынсем те, чӗрчунсем те сиен кӳмӗҫ