ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Турӑ вӗрентни ҫынна камне кура уйӑрмасӑр пурӑнма пулӑшать
Иеговӑшӑн пур ҫын та — пӗрех (Ап ӗҫ 10:34, 35). Вӑл «пур йӑхран, пур ӑруран, пур халӑхран» тухнӑ ҫынсем ҫине те, «тӗрлӗ чӗлхеллӗ» ҫынсем ҫине те пӗр пек пӑхать (Ӳлӗм 7:9). Ҫавӑнпа та христиансен пухӑвӗнче ҫынсене камне кура уйӑрасси пулмалла мар (Иак 2:1—4). Турӑ вӗрентнине пула эпир сӑнарлӑ райра пулма тата ҫынсем мӗнле улшӑнса пынине курма пултаратпӑр (Ис 11:6—9). Хамӑр чӗрере ҫынна камне кура уйӑрасси пур пулсан пирӗн ӑна тӗппипех пӗтерме тӑрӑшмалла. Ҫавӑн пек тунипе эпир Иегова пек пулма тӑрӑшнине кӑтартатпӑр (Эф 5:1, 2).
«ДЖОНИ ТАТА ГИДЕОН: УНЧЧЕН ТӐШМАНСЕМЧЧӖ, ХАЛӖ — ТӐВАНСЕМ» ВИДЕОРОЛИК ПӐХНӐ ХЫҪҪӐН ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:
-
Ҫынна камне кура уйӑрас шухӑш-кӑмӑла пӗтерме ҫынсем нумай вӑй хураҫҫӗ, анчах ҫак тӗлӗшрен мӗншӗн Турӑ вӗрентни усӑллӑрах?
-
Пирӗн пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑхра сире мӗн тӗлӗнтерет?
-
Пирӗн хушӑра пӗрлӗх пулни Иеговӑна мӗнле асла кӑларать?