ИСАИЯ 1—5
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ |Иегова тӑвӗ ҫине улӑхар
2:2, 3
«Юлашки кунсенче» |
Эпир пурӑнакан вӑхӑт |
«Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тӑвӗ» |
Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапни |
«Халӑхсем пурте ун патне пуҫтарӑнӗҫ» |
Иеговӑна пуҫҫапма тытӑнакансем Турӑшӑн пӗрлӗхре ӗҫлесе тӑраҫҫӗ |
«Килӗр, Ҫӳлхуҫа тӑвӗ ҫине... улӑхар» |
Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ыттисене хӑйсемпе пӗрле Турра пуҫҫапма чӗнеҫҫӗ |
«Вӑл пире Хӑйӗн ҫулӗсене вӗрентӗ, эпир Унӑн сукмакӗсемпе ҫӳрӗпӗр» |
Иегова пире хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ хӑйӗн «сукмакӗсемпе» ҫӳреме вӗрентет тата пулӑшса тӑрать |
2:4
«Текех вӑрҫӑ вӑрҫма та вӗренмӗҫ» |
Хӗҫ-пӑшалран ҫӗр ӗҫлемелли хатӗрсем тӑвасси пирки каланӑ Исаия. Ҫакӑ Иеговӑн халӑхӗ мирлӗ пурӑнма тӑрӑшасса палӑртать. Ҫав хатӗрсемпе Исаия вӑхӑтӗнче мӗнле усӑ курнӑ? |
«Хӗҫӗнчен сухапуҫӗ [«Хӗҫӗсенчен суха тӗренӗсем», ҪТ]» |
Суха тӗренӗ вӑл сухапуҫӗн пайӗ пулнӑ. Унпа ҫӗр сухаланӑ. Хӑш-пӗр чухне ӑна пӑхӑртан е бронзӑран тунӑ (1Патш 13:20, 21) |
«Сӑннинчен ҫурла» |
Кунта ҫурла тени вӑл ҫурла евӗрлӗ ҫӗҫҫе пӗлтерет. Унпа иҫӗм ҫырлин аврисене каснӑ (Ис 18:5) |