ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
«Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» кӗнекепе усӑ курса вӗренекенсен чӗрине хускатма тӑрӑшатпӑр
ҪАКӐ МӖНШӖН ПИТӖ КИРЛӖ. Иеговӑна юрӑхлӑ пуҫҫапас тесен ҫынсен унӑн нормисене пӗлмелле тата вӗсем тӑрӑх пурӑнмалла (Ис 2:3, 4). «Туррӑн юратӑвӗ» кӗнеке, Библи вӗренмелли иккӗмӗш тӗп пособи, вӗренекенсене кулленхи пурнӑҫра Библири принципсене мӗнле тытса тӑмаллине курма пулӑшать (Евр 5:14). Вӗренекенӗн чӗрине хускатма тӑрӑшмалла, ҫавна пула вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче улшӑнусем тума тӑрӑшӗ (Рм 6:17).
ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА:
-
Вӗренекене мӗн кирлине шута илсе лайӑх хатӗрленӗр. Ӑна хӑйӗн шухӑшӗсене калама хавхалантаракан ыйтусем парӑр. Ҫакӑ вара материала пӑхса тухнӑ вӑхӑтра вӗренекенӗн мӗнле шухӑшсемпе туйӑмсем пулнине курма пулӑшӗ (Ыт 20:5)
-
Вӗренекене Библири принципсем усӑллӑ пулнине кӑтартас тесе кӗнекере илсе панӑ рамкӑсемпе усӑ курӑр
-
Вӗренекене хӑйӗн совеҫӗ тӑрӑх йышӑнусем тума вӗрентӗр, анчах ҫакӑн пек йышӑнусене ун вырӑнне ан тӑвӑр (Гл 6:5)
-
Вӗренекене Библири пӗр-пӗр принциппа усӑ курма пулӑшу кирлипе кирлӗ маррине пӗлме тӑрӑшӑр. Ҫакна сӑпайлӑн тӑвӑр. Кирлӗ улшӑнусем тума сана Иеговӑна юратни пулӑшӗ тесе ӑшшӑн аса илтерӗр (Ыт 27:11; Ин 14:31)