Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Пӗр ҫулталӑк та пулин ӗҫлесе пӑхӑр

Пӗр ҫулталӑк та пулин ӗҫлесе пӑхӑр

Сӑмах мӗн ҫинчен пырать? Пионер пулса ӗҫлесси ҫинчен! Ҫакӑ сире нумай пиллӗх парӗ! (Ыт 10:22.)

ПИОНЕР ПУЛСА ӖҪЛЕСЕ ЭСИР...

  • ӑста хыпарҫӑ пулса тӑма пултаратӑр тата сӑваплӑ ӗҫе хытӑрах юратма пуҫлатӑр

  • хӑвӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплететӗр. Мӗн чухлӗ ытларах эсир ун ҫинчен ыттисене каласа паратӑр, ҫавӑн чухлӗ нумайрах хӑвӑра унӑн паха енӗсене аса илтерсе тӑратӑр

  • Турӑ Патшалӑхне пурнӑҫра мала хунипе кӑмӑла ҫырлахтаратӑр тата хӑвӑра шеллемесӗр ыттисемшӗн ӗҫленипе савӑнӑҫ илетӗр (Мф 6:33; Ап ӗҫ 20:35)

  • пухӑва ҫулҫӳрекен надзиратель килнӗ эрнере пионерсем валли ирттерекен тӗлпулура, район конгресӗ умӗн иртекен ятарлӑ тӗлпулура пулма тата Пионерсен шкулӗнче вӗренме пултаратӑр

  • нумайрах Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тата ирттерме пултаратӑр

  • ытти хыпарҫӑсемпе ытларах хутшӑнатӑр тата пӗр-пӗрне хавхалантарнинчен нумайрах савӑнӑҫ илетӗр (Рм 1:11, 12)