Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ансат пурнӑҫпа пурӑнни Турра мухтама пулӑшать

Ансат пурнӑҫпа пурӑнни Турра мухтама пулӑшать

Хальхи вӑхӑтра пурнӑҫа йывӑрлатса яма питӗ ҫӑмӑл. Пӗр-пӗр япала туянма, уншӑн тӳлеме, унпа усӑ курма, ӑна юсама тата упрама сахал мар вӑхӑтпа вӑй кирлӗ. Иисус ансат пурнӑҫпа пурӑннӑ, ҫавӑнпа та ӑна Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма нимӗн те чӑрмантарман (Мф 8:20).

Сӑваплӑ ӗҫре ытларах тӑвас тесе эсир хӑвӑрӑн пурнӑҫа мӗнле ансатлатма пултаратӑр? Килтисенчен кам та пулин пионер пулса ӗҫлетӗр тесе эсир хӑвӑр ҫемьере мӗн те пулин улӑштарма пултаратӑр-и? Эсир пионер пулса ӗҫлетӗр пулсан та, ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: хӑвӑр сисмесӗрех пурлӑхшӑн ытларах тӑрӑшма тытӑннипе хӑвӑрӑн пурнӑҫа йывӑрлатса ямарӑр-и? Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ чухне ансат пурнӑҫпа пурӑнни савӑнӑҫ парать тата кӑмӑла ҫырлахтарать (1Тм 6:7—9).

Хӑвӑр пурнӑҫа ансатлатас тесе мӗн-мӗн тума пултарнине ҫырса хурӑр.