Публикацисене сӗнмелли майсем
«МӖНШӖН ТӲРӖ ПУРӐНМАЛЛА?» БРОШЮРА
Ыйту: Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫынсем ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗн пурӑнсан, пурнӑҫ лайӑхланӗ-ши?
Сӑвӑ йӗрки: Евр 13:18
Публикаци: Библи пире ялан тӳрӗ ӗҫ тума хавхалантарать. Апла пулсан, пирӗн нихӑҫан та суймалла-улталамалла мар. Ҫакӑн пирки ҫак брошюрӑра каланӑ.
«МӖНШӖН ТӲРӖ ПУРӐНМАЛЛА?» БРОШЮРА (юлашки страница)
Ыйту: Манӑн эсир ҫак ыйту пирки мӗн шутланине пӗлес килет. [Пӗрремӗш ыйтӑва вуласа парӑр.] Пӗрисем ҫын вилсен унӑн чунӗ малалла пурӑнать теҫҫӗ. Теприсем вилӗмпе пурте вӗҫленет тесе шутлаҫҫӗ. Эсир мӗне ӗненетӗр?
Сӑвӑ йӗрки: Ек 9:5
Публикаци: Библире ҫак ыйту пирки тата мӗн каланине ҫак статьяран пӗлме пулать. Сирӗн ӑна вулас килет-и? Тепрехинче вара ӑна сирӗнпе пӗрле сӳтсе явма пултаратпӑр.
БУКЛЕТСЕМ
Ыйту: Тархасшӑн, ҫак ыйту ҫине пӑхӑр-ха. [Буклетӑн 1-мӗш страницӑри ыйтӑва вуласа парӑр.] Эсир мӗнле шутлатӑр?
Сӑвӑ йӗрки: [2-мӗш страницӑран вуласа парӑр.]
Публикаци: Ҫакӑ сире мӗнле усӑ пама пултарнине ку буклетра ӑнлантарса панӑ.
МАНӐН СӖНМЕЛЛИ МАЙ
Унчченхи тӗслӗхсене тӗпе хурса хӑвӑрӑн сӗнмелли мая шутласа кӑларӑр.