51—58 ПСАЛОМСЕМ
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ |«Инкек-синкек ҫитсессӗн Ҫӳлхуҫана шан»
Давид хӑйӗн пурнӑҫӗнче сахал мар йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ. 54-мӗш Псалома ҫырса пӗтернӗ вӑхӑталла вӑл акӑ мӗн-мӗн тӳссе ирттернӗ:
-
Хӑртнине
-
Хӗсӗрленине
-
Совесть канӑҫ паманнине
-
Ҫемьери инкек-синкеке
-
Чир-чӗре
-
Сутӑнчӑкла хӑтланнине
Давидӑн инкек-синкекӗ чӑтайми йывӑр пек курӑннӑ пулсан та, вӑл вӗсене ҫӗнтерме май тупнӑ. Ҫавнашкал йывӑрлӑхсене кӗрсе ӳкнӗ ҫынсене вӑл Турӑ пӗлтернипе акӑ мӗнле канаш панӑ: «Инкек-синкек ҫитсессӗн Ҫӳлхуҫана шан».
Паян ҫак канашпа мӗнле усӑ курма пулать?
54:23
-
Иеговӑна чун-чӗререн кӗлтуса пур йывӑрлӑх пирки те, мӗн пӑшӑрхантарни пирки те каласа парӑр
-
Канашсемпе пулӑшӑва Туррӑн Сӑмахӗнче тата унӑн организацийӗнче шырӑр
-
Лару-тӑрӑва лайӑхлатас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӑр, ҫавна тунӑ чух Библири принципсене тытса тӑма тӑрӑшӑр