ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Турӑ Патшалӑхне — 100 ҫул. Унчченхине асра тытса малалла утатпӑр
Кам Турӑ Патшалӑхӗн ҫынни пулас тет, ҫавсен Патшалӑх ҫинчен тата вӑл мӗн туса хуни ҫинчен ытларах пӗлмелле. Мӗншӗн? Ҫак пӗлӳсем пире Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынине хытӑрах ӗненме кӑна мар, ҫав Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпара пӗлтерме те хавхалантарӗҫ (Пс 44:2; 48:4). «100 лет Царству Бога. Идем вперед, не забывая о прошлом» видеона пӑхӑр та ҫак ыйтусем ҫине хуравлӑр:
-
«Пултарни ҫинчен фотодрамӑна» кам курнӑ, ҫавсем ҫине вӑл мӗнле витӗм кӳнӗ?
-
Ырӑ хыпар сармашкӑн радиопа мӗнле усӑ курнӑ?
-
Ырӑ хыпара мӗнле урӑх меслетсемпе пӗлтернӗ тата ҫакӑ мӗнле усӑ панӑ?
-
Вӑхӑт иртнӗҫемӗн хыпарҫӑсене вӗрентес тӗлӗшрен мӗнле лайӑх улшӑнусем тунӑ?
-
Галаад шкулӗ вӗренекенсене мӗнле усӑ панӑ?
-
Иеговӑн халӑхне вӗрентес тӗлӗшрен конгрессем мӗнле вырӑн йышӑннӑ?
-
Эсир Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынине мӗншӗн ӗненетӗр?
-
Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ тӑнине пирӗн мӗнле кӑтартмалла?