33—36 ПСАЛОМСЕМ
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ |Иеговӑна шанӑр тата ыррине тӑвӑр
«Йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем тӗлӗшпе ан тарӑх [«йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене ан ӑмсан», ҪТ]»
36:1, 2
-
Усал ҫынсен ӗҫӗсем ӑнса пынине хӑвӑра Иеговӑн ӗҫӗнчен пӑрса яма ан парӑр. Ялан Туррӑн ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ пиллӗхсем тата тӗллевсем ҫинчен шухӑшлӑр
«Ҫӳлхуҫана шан, ырӑ ту»
36:3
-
Иккӗленнӗ е пӑшӑрханнӑ чухне Иегова сире пулӑшасса ҫирӗп шанӑр. Вӑл сире шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшӗ
-
Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара хастарлӑн пӗлтерӗр
«Ҫӳлхуҫапа лӑплан»
36:4
-
Библие вулама тата мӗн вулани пирки шухӑшлама вӑхӑт уйӑрӑр; ҫавна тунӑ чухне Иегова ҫинчен лайӑхрах пӗлме тӗллев лартӑр
«Хӑвӑн ҫулна Ҫӳлхуҫа аллине пар»
36:5, 6
-
Иегова сире пур тӗрлӗ йывӑрлӑха та татса пама пулӑшасса ҫирӗп шанса тӑрӑр
-
Эсир хирӗҫ тӑнипе, хӗсӗрленипе тӗл пулатӑр пулсан е сирӗн пирки элеклеҫҫӗ пулсан, хӑвӑра тӗрӗс тытӑр
«Ҫӳлхуҫана пӑхӑн, Ӑна шанса пурӑн [«Иегова умӗнче чӗнмесӗр тӑр тата ӑна чӑтӑмлӑн кӗт», ҪТ]»
36:7—9
-
Савӑнӑҫа тата Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусене ҫухатас мар тесе шухӑшламасӑр йышӑнусене ан тӑвӑр
«Йӑвашшисем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ»
36:10, 11
-
Йӑваш кӑмӑллӑ пулӑр тата хӑвӑра кӗҫӗне хурса Иегова эсир тӗл пулакан пур тӗрӗсмарлӑха пӗтерессе кӗтӗр
-
Хӑвӑрпа пӗр пек ӗненекенсене пулӑшӑр тата хуйха ӳкнӗ ҫынсене кӗҫех Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчи пулать тесе лӑплантарӑр