Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Видеосемпе усӑ курса вӗрентетпӗр

Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Видеосемпе усӑ курса вӗрентетпӗр

ҪАКӐ МӖНШӖН ПИТӖ КИРЛӖ.

Видеосем ҫынсен чӗрине пырса тивме пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене пӑхнӑ май ҫынсем куҫпа та кураҫҫӗ, хӑлхапа та илтеҫҫӗ. Ҫакӑ ҫынсене тимлӗ пулма тата мӗн курнине чылайлӑха астуса юлма пулӑшать. Вӗрентес тӗлӗшрен Иегова питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартать — вӑл тӗрлӗ япаласемпе тата сасӑсемпе усӑ курса вӗрентет (Ап. ӗҫ. 10:9—16; Ӳлӗм. 1:1).

«Кам вӑл Турӑ?» тата «Турӑ панӑ кӗнеке» (вырӑнлӑ плансене пӑхӑр) темӑсене лайӑхрах ӑнланма «Туррӑн ят пур-и?», «Библи Авторӗ кам?», «Библи Турӑ кӗнеки пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?» видеороликсем кӑларнӑ. «Мӗншӗн Библи вӗренмелле?», «Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртет?» тата «Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче мӗн тӑваҫҫӗ?» видеороликсем ҫынна Библи вӗренме е пухӑва кайса курма хавхалантараҫҫӗ. Видеороликсене тупма сире пулӑшу кирлӗ пулсан, хӑвӑрӑн пухури старейшинӑсем патне пыма пултаратӑр. Ыттисемпе Библи вӗреннӗ чухне пирӗн хӑш-пӗр тулли метражлӑ фильмсене кӑтартма пулать (km 5/13 3 с.).

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА:

  • Ҫынна кӑтартас тенӗ видеоролика маларах уҫласа илӗр

  • Пӗр-икӗ ыйту хатӗрлӗр (вӗсен хуравӗсем видеороликра пулмалла)

  • Видеоролика пӗрле пӑхӑр

  • Тӗп шухӑшсене сӳтсе явӑр

ҪАПЛА ТУСА ПӐХӐР:

  • План ҫине тимлеттерӗр те темӑпа ҫыхӑннӑ видеоролика кӑтартӑр

  • «Библи Турӑ кӗнеки пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?» видеоролика кӑтартӑр та вырӑнлӑ планри «Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ кӗнеке» тема ҫине тимлеттерӗр