Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Публикацисене сӗнмелли майсем

Публикацисене сӗнмелли майсем

«МӖНШӖН ТӲРӖ ПУРӐНМАЛЛА?» БРОШЮРА

Ыйту: Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫынсем ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗн пурӑнсан, пурнӑҫ лайӑхланӗ-ши?

Сӑвӑ йӗрки: Евр 13:18

Публикаци: Библи пире ялан тӳрӗ ӗҫ тума хавхалантарать. Апла пулсан, пирӗн нихӑҫан та суймалла-улталамалла мар. Ҫакӑн пирки ҫак брошюрӑра каланӑ.

«МӖНШӖН ТӲРӖ ПУРӐНМАЛЛА?» БРОШЮРА (юлашки страница)

Ыйту: Манӑн эсир ҫак ыйту пирки мӗн шутланине пӗлес килет. [Пӗрремӗш ыйтӑва вуласа парӑр.] Пӗрисем ҫын вилсен унӑн чунӗ малалла пурӑнать теҫҫӗ. Теприсем вилӗмпе пурте вӗҫленет тесе шутлаҫҫӗ. Эсир мӗне ӗненетӗр?

Сӑвӑ йӗрки: Ек 9:5

Публикаци: Библире ҫак ыйту пирки тата мӗн каланине ҫак статьяран пӗлме пулать. Сирӗн ӑна вулас килет-и? Тепрехинче вара ӑна сирӗнпе пӗрле сӳтсе явма пултаратпӑр.

ПЛАНСЕМПЕ УСӐ КУРМА ВӖРЕНӖР

Ыйту: Хӑшӗ-пӗрисем тӗнчене Турӑ тытса тӑрать тесе шутлаҫҫӗ. Эсир пӗлетӗр-и, Библи пачах урӑххине вӗрентет.

Сӑвӑ йӗрки: 1Ин 5:19

Публикаци: Ҫак планра Библи ҫакӑн пирки мӗн каланине лайӑх ӑнлантарса панӑ. [Вырӑнлӑ планри «Мӗншӗн Иегова Сатанана тӗнчепе хуҫаланма ирӗк парать?» темӑна сӳтсе явӑр.]

МАНӐН СӖНМЕЛЛИ МАЙ

Унчченхи тӗслӗхсене тӗпе хурса хӑвӑрӑн сӗнмелли мая шутласа кӑларӑр.