Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | 10—17 ПСАЛОМСЕМ

Иеговӑн ҫуртӗнче кам тӑма пултарайӗ?

Иеговӑн ҫуртӗнче кам тӑма пултарайӗ?

Ҫын Иеговӑн ҫуртӗнче тӑни — вӑл унӑн тусӗ пулнине, ӑна шанса тӑнине тата итлесе пурӑннине пӗлтерет. Иегова хӑйӗн тусӗсенчен мӗн кӗтнине 14-мӗш Псаломра курма пулать.

ИЕГОВӐН ҪУРТӖНЧЕ ТӐРАКАНӐН МӖНЛЕ ПУЛМАЛЛА:

  • айӑпсӑр ҫӳремелле

  • хӑйӗн ӑшӗнче те чӑннине каламалла

  • Иеговӑн ытти ӗҫлекенӗсене хисеплемелле

  • йывӑр пулсан та, хӑйӗн сӑмахне тытмалла

  • ырӑпа тавӑрасса кӗтмесӗр, пулӑшу кирлисене пулӑшмалла

ИЕГОВӐН ҪУРТӖНЧЕ ТӐРАКАНӐН МӖНЛЕ ПУЛМАЛЛА МАР:

  • элеклекен пулмалла мар, суя сӑмах сармалла мар

  • ҫывӑх ҫыннине усал тумалла мар

  • пухури тӑвансен шучӗпе пуйма хӑтланмалла мар

  • Иеговӑна ӗҫлесе тӑман тата ӑна итлесе пурӑнман ҫынсемпе туслашмалла мар

  • сӗрев илмелле мар