Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ИОВ 38—42

Ыттисемшӗн кӗлтуни Иеговӑна савӑнтарать

Ыттисемшӗн кӗлтуни Иеговӑна савӑнтарать

Иегова Иовран вӑл Елифазшӑн, Вилдадшӑн тата Софаршӑн кӗлтӑвасса кӗтнӗ

42:7—10

  • Иегова Елифаза, Вилдада тата Софара Иов патне кайма тата хӑйсемшӗн парне кӳме хушнӑ

  • Иовӑн ҫак виҫӗ арҫыншӑн кӗлтумалла пулнӑ

  • Иов вӗсемшӗн кӗлтунӑ хыҫҫӑн Иегова ӑна пилленӗ

Иегова Иова тӳсӗмлӗ пулнӑшӑн тата ӗненнӗшӗн нумай пиллӗх панӑ

42:10—17

  • Иегова Иова инкек-синкекрен хӑтарнӑ тата сывлӑх тавӑрса панӑ

  • Иов темӗн тӗрлӗ асап тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн тусӗсемпе хурӑнташӗсем ӑна чӑн-чӑн йӑпанӑҫ кӳнӗ

  • Иегова Иова ырлӑх-пурлӑх тавӑрса панӑ, мӗн ҫухатнинчен икӗ хут нумайрах панӑ

  • Иовпа унӑн арӑмӗн тата вунӑ ача ҫуралнӑ

  • Иов тата 140 ҫул пурӑннӑ, ывӑлӗсене те, ывӑлӗсен ывӑлӗсене те тӑватӑ сыпӑка ҫитиччен курнӑ