Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ИОВ 1—5

Иов тӗрӗслевсем вӑхӑтӗнче айӑпсӑр тӑрса юлнӑ

Иов тӗрӗслевсем вӑхӑтӗнче айӑпсӑр тӑрса юлнӑ

Иов Уц ҫӗрӗнче, израильтянсем Египетра чуралӑхра пулнӑ вӑхӑтра, пурӑннӑ. Вӑл израильтянин пулман пулсан та, Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Унӑн ҫемйи пысӑк пулнӑ тата вӑл пуян та ятлӑ-сумлӑ ҫын пулнӑ. Унӑн канашӗсене тимленӗ, ӑна тӳрӗ судья пек пӗлнӗ. Иов чухӑннисене тата ҫитменнипе аптӑракансене пулӑшнӑ. Вӑл айӑпсӑр ҫын пулнӑ.

Иов хӑйӗн пурнӑҫӗнче Иегова чи пысӑк вырӑн йышӑннине кӑтартса панӑ

1:8—11, 22; 2:2—5

  • Сатана Иов айӑпсӑр ҫын пулнине асӑрханӑ. Вӑл Иов Иеговӑна итлемест тесе каламан, вӑл ҫавна мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа туни пирки иккӗлентернӗ

  • Сатана Иов мӗн те пулин илессишӗн ҫеҫ Иеговӑна ӗҫлесе тӑрать тенӗ

  • Сатана айӑплани ҫине хурав парас тесе Иегова ӑна хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ ҫине тапӑнма ирӗк панӑ. Сатана тапӑнни Иовӑн пӗтӗм пурнӑҫне пырса тивнӗ

  • Иов айӑпсӑр тӑрса юлнӑ, вара Сатана пур ҫын та айӑпсӑр тӑрса юласси пирки иккӗлентернӗ

  • Иов ҫылӑха кӗмен тата Турра нимпе те айӑпламан