Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ИОВ 6—10

Шанчӑклӑ Иов хӑйӗн хуйхине уҫса парать

Шанчӑклӑ Иов хӑйӗн хуйхине уҫса парать

Иов пурлӑхне ҫухатнӑ, ачисемсӗр тӑрса юлнӑ тата йывӑр чирпе чирлесе ӳкнӗ. Апла пулин те вӑл Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Ҫавӑнпа та Иова айӑпсӑр ҫӳреме пӑрахтарас тесе Сатана ӑна хуйха ӳкерме хӑтланнӑ. Иов патне виҫӗ «тусӗ» пынӑ. Малтан вӗсем Иова хӗрхеннӗ пек кӑтартма тӑрӑшнӑ. Унтан вӗсем Иовпа пӗрле ҫичӗ кун ним чӗнмесӗр ларнӑ, ӑна пӗр йӑпатакан сӑмах та каламан. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем ӑна хӑртма тата айӑплама тытӑннӑ.

Йывӑр тӗрӗслевсене пӑхмасӑрах Иов Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ

6:3; 7:16; 9:20—22; 10:1, 12

  • Иов питӗ хытӑ хуйхӑрнӑран тӗрӗс мар пӗтӗмлетӳ тунӑ. Вӑл хӑй шанчӑклӑ тӑрса юлнипе юлманни Турӑшӑн пӗрех тесе йӑнӑш шутлама тытӑннӑ

  • Хуйха ӳкнӗрен Иов хӑйӗн инкекӗсем урӑх сӑлтавсене пула сиксе тухма пултарни ҫинчен шухӑшламан

  • Иова питӗ йывӑр пулнӑ пулсан та, вӑл хӑйне айӑплакансене каланӑ сӑмахсем вӑл Иеговӑна юратнине кӑтартса панӑ