Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Тӳлесе илни чӗрӗлсе тӑма шанчӑк парать

Тӳлесе илни чӗрӗлсе тӑма шанчӑк парать

Каҫхи апат уявӗ — тӳлесе илни пуласлӑхра мӗнле пиллӗхсем парасси пирки, сӑмахран, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки шухӑшламалли питӗ лайӑх вӑхӑт. Иегова шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, ҫынсен нихӑҫан та вилмелле пулман. Акӑ мӗншӗн чи хурлӑхлӑ туйӑмсенчен пӗри вӑл — ҫывӑх ҫын вилнишӗн хуйхӑрни (1Кр 15:26). Вӗренекенӗсем Лазарь вилнӗ пирки куляннине кура Иисусӑн чунӗ ыратнӑ (Ин 11:33—35). Иисус пур тӗлӗшрен те Ашшӗ пек пулнӑ, ҫавӑнпа эпир ҫывӑх ҫын вилнишӗн хуйхӑрнӑ чухне Иегова та хурланни пирки иккӗленместпӗр (Ин 14:7). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене чӗртсе тӑратма пуҫлас вӑхӑта питӗ хытӑ кӗтет, эпир те ҫав вӑхӑта чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр (Иов 14:14, 15).

Иегова — йӗркелӗх Турри, ҫавӑнпа ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тума пулать: чӗрӗлсе тӑрасси йӗркипе пулса иртӗ (1Кр 14:33, 40). Вилнисене пытарасси урӑх пулмӗ, пачах урӑхла, эпир чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсене кӗтсе илме пуҫлӑпӑр. Эсӗ уйрӑмах чун шутсӑр хытӑ ыратнӑ чух вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки шухӑшлатӑн-и? (2Кр 4:17, 18.) Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки Сӑваплӑ Ҫырура каласа панӑшӑн тата тӳлесе илме панӑ парнешӗн эсӗ Иеговӑна тав тӑватӑн-и? (Кл 3:15.)

  • Санӑн тусусемпе хурӑнташусенчен уйрӑмах кама каллех курас килет?

  • Библире асӑннӑ ҫынсенчен хӑшӗнпе санӑн уйрӑмах паллашас тата калаҫас килет?