Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ЭСФИРЬ 6—10

Эсфирь Иеговӑшӑн тата унӑн халӑхӗшӗн хӑйӗн пурнӑҫне хӗрхенмен

Эсфирь Иеговӑшӑн тата унӑн халӑхӗшӗн хӑйӗн пурнӑҫне хӗрхенмен

Эсфирь Иегова майлӑ тӑнипе тата унӑн халӑхне хӳтӗлеме тӑнипе хӑюлӑх тата хӑйӗн пурнӑҫне хӗрхенменнине кӑтартнӑ

8:3—5, 9

  • Эсфирьпе Мардохейшӗн хӑрушӑ вӑхӑт иртсе кайнӑ. Анчах Аманӑн еврейсене тӗп тӑвас тесе кӑларнӑ хушӑвне хыпарҫӑсем империн кашни кӗтесне пӗлтерме васканӑ

  • Патша патне чӗнмен ҫӗртенех пынипе Эсфирь каллех хӑйӗн пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртнӗ. Вӑл куҫҫульпе макӑрса патшана хӑрушла хушӑва пӑрахӑҫлама йӑлӑннӑ

  • Патша ҫӗррипе пусса ҫирӗплетнӗ законсене улӑштарма юраман. Ҫавӑнпа патша Эсфирьпе Мардохее ҫӗнӗ хушу кӑларма ирӗк панӑ

Иегова хӑйӗн халӑхне аслӑ ҫӗнтерӳ парнеленӗ

8:10—14, 17

  • Пур еврее те хӳтӗленме ирӗк паракан тепӗр хушу кӑларнӑ

  • Империн кашни кӗтесне хыпарҫӑсем васканӑ, вара еврейсем ҫапӑҫма хатӗрленнӗ

  • Нумай ҫын Турӑ еврейсене ырланине курнӑ, вара вӗсем прозелитсем пулса тӑнӑ