ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Ҫамрӑксем, «пысӑк алӑкран» кӗме тӑхтаса ан тӑрӑр
Яланах ҫамрӑк пулӑп тата Сатанан тӗнчинче ватлӑхри «йывӑр кунсем» пулмӗҫ тесе шутлани — хамӑра хамӑр улталани ҫеҫ (Ек 12:1). Эсӗ ҫамрӑк пулсан, Иеговӑшӑн ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ тӗллевсене, сӑмахран, пионер пулса ӗҫлес тӗллеве, пурнӑҫа кӗртме манӑн вӑхӑт нумай-ха тесе шутлани тӗрӗс-ши?
Пирӗн пурин те, ҫав шутрах ҫамрӑксен те, «вӑхӑтран, ӑнсӑртран» мӗн те пулин сиксе тухма пултарать (Ек 9:11). «Эсир ыран мӗн пуласса та пӗлместӗр» (Иак 4:14). Ҫавӑнпа та Турӑшӑн ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ тӗллевсене вӑраха ямасӑр пурнӑҫа кӗрт. Хальлӗхе уҫӑ тӑракан «пысӑк алӑкран» кӗр, вара сан валли Турӑшӑн нумай ӗҫлемешкӗн лайӑх майсем уҫӑлӗҫ (1Кр 16:9). Ҫакӑншӑн эсӗ пӗртте ӳкӗнмӗн!
Хӑш-пӗр тӗллевсем:
-
Ырӑ хыпара урӑх чӗлхепе калаҫакан ҫынсене пӗлтерни
-
Пионер пулса ӗҫлени
-
Теократи шкулӗсенче вӗренни
-
Строительство проекчӗсене хутшӑнни
-
Вефильте ӗҫлени
-
Ҫулҫӳрев ӗҫне туни