Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

«Унӑн упӑшкине хула хапхи умӗнче те пӗлеҫҫӗ»

«Унӑн упӑшкине хула хапхи умӗнче те пӗлеҫҫӗ»

Ырӑ арӑм упӑшкине ырӑ ятлӑ пулма пулӑшать. Лемуил патша вӑхӑтӗнче камӑн ырӑ арӑм пулнӑ, ҫав ҫын пирки ӑна «хула хапхи умӗнче те пӗлеҫҫӗ» тенӗ (Ыт 31:23). Хальхи вӑхӑтра шанӑҫа тивӗҫлӗ арҫынсем пухура старейшинӑсем тата пулӑшакан ӗҫченсем пулса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем авланнӑ пулсан, вӗсене ҫав тивӗҫе шанса парасси арӑмӗ ырӑ ятлӑ пулнинчен тата упӑшкине пулӑшса тӑнинчен те килет (1Тм 3:4, 11). Ҫакӑн пек ырӑ арӑма упӑшки кӑна мар, пухури пур тӑван та питӗ хаклать.

Ырӑ арӑм упӑшкине Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшать. Вӑл...

  • упӑшкине ырӑ сӑмахсемпе хавхалантарать (Ыт 31:26)

  • пухури ӗҫсене тумашкӑн упӑшкин сахал мар вӑхӑт уйӑрма кирлине ӑнланать (1Фс 2:7, 8)

  • мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнать (1Тм 6:8)

  • упӑшкинчен калама юраман информацие ыйтмасть (1Тм 2:11, 12; 1Пт 4:15)