Сӗнмелли майсем
«ЙӐПАТУПА ЛӐПЛАНУ ӐҪТА ТУПМА ПУЛАТЬ?» БРОШЮРА
Ыйту: Хутран-ситрен пире пурне те йӑпатнипе лӑплантарни кирлӗ. Анчах та ҫакна ӑҫта тупма пулать?
Сӑвӑ йӗрки: 2Кр 1:3, 4
Публикаци: Ҫак брошюрӑра Турӑ пире мӗнле лӑплантарни ҫинчен каласа панӑ.
ЧӐНЛӐХА ВӖРЕНТӖР
Ыйту: Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?
Сӑвӑ йӗрки: Ин 11:11—14
Чӑнлӑх: Ҫын вилсен пурӑнма пӑрахать. Ҫавӑнпа та вилсен мӗн пулассинчен хӑрамалла мар пирӗн. Вилнине Иисус ҫывӑрнипе танлаштарнӑ. Вӑл, Лазаре чӗртсе тӑратнӑ пекех, пирӗн вилнӗ ҫывӑх ҫынсене те, вӗсем каллех ҫӗр ҫинче савӑнса пурӑнма пултарччӑр тесе «вӑратӗ» (Иов 14:14).
ПУХӐВА ЧӖНМЕЛЛИ ХУТ (inv)
Публикаци: Манӑн сире Библи ҫинче никӗсленнӗ доклад итлеме чӗнес килет. Ӑна ҫывӑхри Патшалӑх залӗнче, эпир Турра пуҫҫапмалли вырӑнта, туса парӗҫ. Унта укҫа тӳлемелле мар. [Чӗнӳ хутне сӗнӗр те канмалли кунсенче иртекен тӗлпулу хӑш вӑхӑтра тата хӑш вырӑнта пулнине пӗлтерӗр. Доклад ятне калӑр.]
Ыйту: Эсир хӑҫан та пулин Иегова Свидетелӗсен Патшалӑх залӗнче пулнӑ-и? [Вырӑнлӑ пулсан, «Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче мӗн тӑваҫҫӗ?» видеоролик кӑтартӑр.]
МАНӐН СӖНМЕЛЛИ МАЙ
Унчченхи тӗслӗхсене тӗпе хурса хӑвӑрӑн сӗнмелли мая шутласа кӑларӑр.