Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Лайӑх комментари мӗнле пама пулать?

Лайӑх комментари мӗнле пама пулать?

Лайӑх комментарисем пухӑва хавхалантараҫҫӗ (Рм 14:19). Вӗсем хурав паракана та усӑ параҫҫӗ (Ыт 15:23, 28). Ҫавӑнпа та кашни тӗлпулура пӗрре те пулин комментари пама тӗллев лартмалла. Паллах ӗнтӗ, эпир ал ҫӗкленӗ чухне пирӗнтен кашнинчех ыйтмӗҫ. Ҫавӑнпа та темиҫе комментари хатӗрлени лайӑх пулнӑ пулӗччӗ.

Лайӑх комментари:

  • ансат, ӑнланмалла тата кӗске пулмалла. Час-часах ӑна 30 ҫеккунт е сахалрах вӑхӑт хушшинче калама пулать

  • ӑна хамӑрӑн сӑмахсемпе каламалла

  • хуравра унччен каланӑ шухӑшсем пулмалла мар

Малтан сирӗнтен ыйтрӗҫ пулсан...

  • ыйту ҫине тӳррӗн хуравлӑр

Ыйту ҫине хурав пачӗҫ пулсан, эсир...

  • илсе панӑ сӑвӑ йӗркисем сӳтсе явакан темӑпа мӗнле ҫыхӑннине ӑнлантарса пама пултаратӑр

  • сӳтсе явакан ыйту пирӗн пурнӑҫа мӗнле пырса тивнине палӑртма пултаратӑр

  • ҫак информаципе мӗнле усӑ курма пултарнине кӑтартма пултаратӑр

  • тӗп шухӑша палӑртакан пӗр-пӗр тӗслӗхе кӗскен каласа пама пултаратӑр