Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ЫТАРӐШСЕМ 12—16

Ӑслӑлӑх ылтӑнран лайӑхрах

Ӑслӑлӑх ылтӑнран лайӑхрах

Туррӑн ӑслӑлӑхӗ мӗншӗн питӗ хаклӑ? Ҫыннӑн ҫав ӑслӑлӑх пур пулсан, ҫакӑ ӑна япӑх ӗҫсем тӑвассинчен хӳтӗлет тата унӑн пурнӑҫне сыхлать. Туррӑн ӑслӑлӑхӗ ҫыннӑн характерӗ ҫине, вӑл мӗнле калаҫни тата хӑйне мӗнле тытни ҫине лайӑх витӗм кӳрет.

Ӑслӑлӑх мӑнкӑмӑллӑ пуласран хӳтӗлет

16:18, 19

  • Ӑслӑ ҫын пӗтӗм ӑслӑлӑх Иегова Турӑран пулнине ӑнланать

  • Ҫыннӑн пӗр-пӗр ӗҫ лайӑх пулса пырать пулсан е ӑна тивӗҫсем шанса панӑ пулсан унӑн мӑнкӑмӑллӑ пуласран тата хӑйне мӑнаҫлӑ тытасран питӗ асӑрханмалла

Ӑслӑлӑх ҫыннӑн калаҫӑвӗ ҫине лайӑх витӗм кӳрет

16:21—24

  • Ӑслӑ ҫын ӑнланма пӗлет, ҫакӑ ӑна ыттисенче лайӑххине курма тата вӗсем ҫинчен ыррине калама пулӑшать

  • Ӑслӑ ҫыннӑн сӑмахӗсем витӗмлӗ, вӗсем пыл пекех пылак; вӗсем тӳрккес те хаяррӑн каланӑ сӑмахсем мар