ЫТАРӐШСЕМ 1—6
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ |«Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн»
Иеговӑна эпир пур тӗлӗшрен те шанма пултаратпӑр, ҫавна вӑл тивӗҫлӗ. Унӑн ячӗн пӗлтерӗшне ӑнланни пире вӑл мӗн тума сӑмах панине пурнӑҫласса шанса тӑма пулӑшать. Кӗлтунипе те эпир Иеговӑна шанма вӗренетпӗр. Ытарӑшсем кӗнекинчи 3-мӗш сыпӑк тӑрӑх, эпир Иеговӑна шанса тӑратпӑр пулсан, вӑл пирӗн пур ҫула та тӳрӗ тӑвӗ.
Кам хӑйне ӑсчах вырӑнне хурать...
3:5—7
-
йышӑну тӑвас умӗн Иегова ҫавӑн пирки мӗн шухӑшланине пӗлме тӑрӑшмасть
-
хӑйӗн ҫине е ҫынсен ӑслӑлӑхӗ ҫине шанать
Кам Иеговӑна шанать...
-
Библи вӗреннипе, шухӑшланипе тата кӗлтунипе унпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарать
-
йышӑнусем тӑвас умӗн Библири принципсене тӗпчесе Иегова ҫавӑн пирки мӗн шухӑшланине пӗлме тӑрӑшать
МАЛТАН: Эпӗ хамшӑн тӗрӗс пек туйӑнакан йышӑнӑва тӑватӑп |
МАЛТАН: Иеговӑна кӗлтуса тата хам тӗллӗн Библи вӗренсе вӑл ҫавӑн пирки мӗн шухӑшланине пӗлме тӑрӑшатӑп |
УНТАН: Иеговӑна ҫак йышӑнӑва пиллеме ыйтатӑп |
УНТАН: Библи принципӗсем тӑрӑх йышӑнӑва тӑватӑп |