Октябрӗн 31 — ноябрӗн 6
ЫТАРӐШСЕМ 22—26
41-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Малтанхи сӑмахсем (3 мин. е сахалрах)
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
«Ҫамрӑка хӑй ҫулӗн пуҫламӑшӗнче вӗрент» (10 мин.)
Ыт 22:6; 23:24, 25. Турӑ вӗрентнине пула ачасенчен хаваслӑ та телейлӗ, ҫавӑн пекех шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫынсем ӳссе ҫитӗнӗҫ (w08-U 4/1 16 с.; w07-U 6/1 31 с.)
Ыт 22:15; 23:13, 14. «Хулӑ» ҫемьере ӑса кӗтрмелли майсене сӑнарласа парать (w97-U 10/15 32 с.; it-U «Посох, розга, жезл», 11 абз.)
Ыт 23:22. Ӳссе ҫитӗннӗ ачасем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсенчен канаш ыйтма пултараҫҫӗ (w04-U 6/15 14 с., 1—3 абз.; w00-U 6/15 21 с., 13 абз.)
Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр (8 мин.)
Ыт 24:16. Ҫак сӑвӑ йӗрки пире пурнӑҫ илессишӗн чупнӑ чухне тӳсӗмлӗ пулма мӗнле хавхалантарать? (w13 3/15 4—5 с., 5—8 абз.)
Ыт 24:27. Ҫак сӑвӑ йӗркине мӗнле ӑнланмалла? (w09-U 10/15 12 с., 1, 2 абз.)
Ку эрнере пӑхса тухнӑ Библи сыпӑкӗсенчен эпӗ Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗм?
Ку эрнере пӑхса тухнӑ Библи сыпӑкӗсенчен мӗн пӗлнипе эпӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫре мӗнле усӑ курма пултаратӑп?
Библи вулани (4 мин. е сахалрах): Ыт 22:1—21
ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР
Пӗрремӗш хут килни (2 мин. е сахалрах): inv. Май килнӗ чухне ырӑ хыпар пӗлтерни.
Тепӗр хут килни (4 мин. е сахалрах): inv. Ҫитес тӗлпулура пулакан докладӑн ятне кала. Тепӗр хут килме калаҫса татӑл та юлашкинчен «Мӗншӗн Библи вӗренмелле?» видеоролик пирки асӑн.
Библи вӗренӗвӗ (6 мин. е сахалрах): lv 179—180 с., 18, 19 абз.
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Пухӑва мӗн кирлине шута илни (15 мин.). Е «Библие вӗренекенсемшӗн тӑрӑшатпӑр» статьяна сӳтсе явма пулать (km12/7). Плансемпе усӑ курас тӗлӗшрен ҫак материал мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен ыйт (2015 ҫулхи мартӑн 10-мӗшӗнче пур пухӑва янӑ ҫырӑва та пӑх).
Пухура Библи вӗренни (30 мин.): kr 3 сып., 1—12 абз. тата 30—31 с.
Ку тата тепӗр эрнери тӗлпулусенчи шухӑшсене кӗскен пӑхса тухни (3 мин.)
146-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Асӑрхаттару: пуху малтан кӗвве итлет, кайран вара ҫӗнӗ юрра юрлать.