Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ чухне мӗнле йӑнӑшсенчен пӑрӑнмалла

Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ чухне мӗнле йӑнӑшсенчен пӑрӑнмалла

Нумай калаҫни. Сирӗн пӗтӗмпех ӑнлантарса памалла тесе ан шутлӑр. Ҫынсем шухӑшлаччӑр тата тӗрӗс пӗтӗмлетӳ туччӑр тесе Иисус ыйтусем панӑ (Мф 17:24—27). Ыйтусем Библи вӗренӗвне интереслӗ тӑваҫҫӗ, ҫавӑн пекех вӗренекен мӗне ӗненнине тата вӑл материала ӑнланнипе ӑнланманнине курма пулӑшаҫҫӗ. Ыйту парсан чӑтӑмлӑ пулӑр, хурав парасса кӗтӗр. Вӗренекен тӗрӗс мар хуравлать пулсан ӑна тӳрлетме ан васкӑр. Ун вырӑнне, хушма ыйтусем парса ӑна тӗрӗс пӗтӗмлетӳ тума пулӑшӑр. Вӗренекен ҫӗнӗ шухӑшсене лайӑхрах ӑнлантӑр тесе вӗсене васкамасӑр каласа парӑр.

Йывӑрлатса яни. Сӳтсе явакан тема ҫинчен хӑвӑр мӗн пӗлнине пӗтӗмпех каласа парас килет пулсан та, каласа ан парӑр (Ин 16:12). Темӑн тӗп шухӑшӗсем ҫине тимлеттерӗр. Вак-тӗвексем, вӗсем питӗ интереслӗ пулсан та, тӗп шухӑшран аяккалла илсе кайма пултараҫҫӗ. Вӗренекен пӗр шухӑша ӑнланчӗ пулсан, тепӗр шухӑш ҫине куҫӑр.

Материала пӑхса тухасси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлани. Библи вӗренӗвне ирттернӗ чухне пирӗн материала пӑхса тухмалла ҫеҫ мар, пирӗн вӗренекенӗн чӗрине хускатма тӑрӑшмалла (Лк 24:32). Туррӑн Сӑмахӗ ун ҫине витӗм кӳтӗр тесе тӗп сӑвӑ йӗркисене тӗплӗн пӑхса тухӑр (2Кр 10:4; Евр 4:12). Ансат тӗслӗхсемпе, танлаштарусемпе усӑ курӑр. Библи вӗренекенӗн лару-тӑрӑвне тата вӑл мӗне ӗненнине шута илсе пӑхса тухмалли материалтан вӑл мӗне вӗренме пултарни ҫине тимлеттерӗр. Ҫакӑн пек ыйтусем парӑр: мӗн пӗлни пирки эсӗ хӑв мӗн шутлатӑн? Ҫакӑ Иегова ҫинчен пире мӗне вӗрентет? Ҫак канаша тытса тӑни сана мӗнле усӑ парӗ?