Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Библипе интересленекен ҫынсене тӗлпулусене пыма хавхалантарӑр

Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Библипе интересленекен ҫынсене тӗлпулусене пыма хавхалантарӑр

ҪАКӐ МӖНШӖН ПИТӖ КИРЛӖ. Христиансен тӗлпулӑвӗсенче эпир Иеговӑна мухтаса юрӑсем юрлама тата ӑна аслӑлама пултаратпӑр (Пс 149:1). Унсӑр пуҫне пирӗн тӗлпулусенче эпир Туррӑн ирӗкне туса тӑма вӗренетпӗр (Пс 142:10). Библи вӗренекенсем тата интересленекенсем пухусене ҫӳреме пуҫласан, ялан тенӗ пекех, чӑнлӑхра ӳсӗмсем хӑвӑртрах тӑваҫҫӗ.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА:

  • Ҫынна тӗлпулусене пыма тӳрех чӗнме тӑрӑшӑр. Унпа Библи вӗренӗвӗ пуҫланасса кӗтсе ан тӑрӑр (Ӳлӗм 22:17)

  • Интересленекене пуху мӗнле иртни ҫинчен тата ҫитес тӗлпулура мӗн сӳтсе явасси ҫинчен каласа парӑр. Сире акӑ мӗн пулӑшма пултарать: пухӑва чӗнмелли хут, «Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче мӗн тӑваҫҫӗ?» видеоролик, «Иеговӑн ирӗкӗ» брошюрӑри 5 тата 7 уроксем

  • Пулӑшу сӗнӗр. Тен, вӗренекене тӗлпулу иртекен вырӑна ҫитме е вырӑнлӑ тумтир суйласа илме пулӑшмалла. Тӗлпулура унпа юнашар ларӑр тата сӳтсе явакан публикацисене пӗрле пӑхма сӗнӗр. Ӑна пухури тӑвансемпе паллаштарӑр