Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ырӑ хыпар сарнӑ чухне алӑка ача уҫрӗ пулсан

Ырӑ хыпар сарнӑ чухне алӑка ача уҫрӗ пулсан

Ырӑ хыпар сарнӑ чухне алӑка ача уҫрӗ пулсан, ӑна хӑйӗн ашшӗ-амӑшне чӗнме ыйтмалла. Ҫапла тунипе эпир ашшӗ-амӑшӗ ҫемьере аслисем пулнине хисепленине кӑтартатпӑр (Ыт 6:20). Ача пире кӗме чӗнсен пирӗн кӗмелле мар. Ашшӗ-амӑшӗ килте ҫук пулсан тепрехинче килме тӑрӑшмалла.

Ача аслӑ классенче вӗренет пулсан та ӑна ашшӗ-амӑшне чӗнме ыйтмалла. Вӗсем килте пулмарӗҫ пулсан, ашшӗ-амӑшӗ ӑна хӑйне мӗн вуламаллине суйласа илме ирӗк панипе паманнине ыйтса пӗлме пулать. Суйласа илме ирӗк панӑ пулсан, эпир ӑна публикацисене сӗнме пултаратпӑр.

Чӑнлӑхпа интересленнӗ ҫамрӑк патне тепӗр хут килсен ӑна хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗпе паллаштарма ыйтмалла. Ҫапла майпа эпир вӗсене хамӑр мӗнле тӗллевпе килнине ӑнлантарса пама тата Библире ҫемьесем валли ҫырса хунӑ канашсем мӗн тери усӑллӑ пулни пирки каласа пама пултарӑпӑр (Пс 118:86, 138). Ашшӗ-амӑшне хисепленине кӑтартнипе эпир Иеговӑна мухтава кӑларатпӑр. Ҫавӑн пекех пирӗн ҫав ҫемьери ытти ҫыннисене те ырӑ хыпар пӗлтерме май уҫӑлӗ (1Пт 2:12).