Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | 118 ПСАЛОМ

Иеговӑн саккунӗпе ҫӳрӗр

Иеговӑн саккунӗпе ҫӳрӗр

Иеговӑн саккунӗпе ҫӳрени Турӑ мӗн тума хушнине кӑмӑлпах тытса тӑнине пӗлтерет. Библире псалом юрлакан пекех Иеговӑн саккунӗсене пӑхӑнса тӑнӑ нумай ҫын ҫинчен ҫырнӑ.

Чӑн-чӑн телей Иеговӑн саккунӗпе ҫӳренинчен килет

118:1—8

Иисус Навин Иеговӑна пур енчен те шаннӑ тата вӑл мӗн хушнине тытса тӑнӑ. Вӑл телейлӗ пуласси тата ӗҫсем ӑнса пырасси Иеговӑна чун-чӗререн шанса тӑрассинчен килнине пӗлнӗ

Турӑ Сӑмахӗ пире йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме хӑюлӑх парать

118:33—40

Иеремия хӑюллӑ пулнине тата Иеговӑна шаннине кӑтартнӑ. Вӑл ансат пурнӑҫпа пурӑннӑ тата йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах хӑйне шанса панӑ ӗҫе тӳсӗмлӗн туса тӑнӑ

Турӑ Сӑмахне лайӑх пӗлни пире ырӑ хыпара хӑюллӑн калама пулӑшать

118:41—48

Павел апостол Туррӑн ырӑ хыпарне пур ҫынна та хӑрамасӑр пӗлтернӗ. Вӑл Рим пуҫлӑхне Феликса ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне хӑйне Иегова пулӑшасса пӗртте иккӗленмен

Ӑҫта эпӗ ырӑ хыпара хӑюллӑрах пӗлтерме пултаратӑп?

  • Шкулта

  • Ӗҫре

  • Килте

  • Урӑх вырӑнта