Февралӗн 1—7
НЕЕМИЯ 1—4
13-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Малтанхи сӑмахсем (3 мин. е сахалрах)
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
«Неемия Турра тӗрӗс пуҫҫапассине юратнӑ» (10 мин.).
[«Неемия кӗнекипе паллаштарни» видеоролик кӑтарт.]
Неем 1:11—2:3. Тӗрӗс пуҫҫапассишӗн тӑрӑшни Неемийӑна савӑнӑҫ кӳнӗ (w06-U 2/1 9 с., 7 абз.)
Неем 4:14. Тӗрӗс пуҫҫапассине хирӗҫ тӑнине тӳссе ирттерме Неемийӑна Иегова ҫинчен шухӑшлани пулӑшнӑ (w06-U 2/1 10 с., 3 абз.)
Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр (8 мин.)
Неем 1:1; 2:1. Мӗншӗн Неемия 1:1-мӗшӗнче тата 2:1-мӗшӗнче асӑннӑ «ҫирӗммӗш ҫул» пӗр вӑхӑтран пуҫланнӑ теме пулать? (w06-U 2/1 8 с., 5 абз.)
Неем 4:17, 18. Хӳмене ҫӗнӗрен туса лартакансем мӗнле майпа хӑрах алӑпа ӗҫленӗ? (w06-U 2/1 9 с., 1 абз.)
Ку эрнере пӑхса тухнӑ Библи сыпӑкӗсенчен эпӗ Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗм?
Ку эрнере пӑхса тухнӑ Библи сыпӑкӗсенчен мӗн пӗлнипе эпӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫре мӗнле усӑ курма пултаратӑп?
Библи вулани: Неем 3:1—14 (4 мин. е сахалрах)
ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР
Ҫак уйӑхра салатмалли публикацисене сӗнме хатӗрленетпӗр (15 мин.). Сӳтсе явни. «Кӗлтуни мӗнле те пулин усӑ парать-и?» брошюрӑна мӗнле икӗ майпа сӗнмеллине демонстраци кӑтарт та кӗскен сӳтсе яв. Хыпарҫӑ ҫын патне тепӗр хут килме мӗнле калаҫса татӑлни ҫине тимлеттер. Ун хыҫҫӑн «Турра итле» брошюрӑна мӗнле сӗнмеллине видеоролик кӑтарт та ӑна сӳтсе яв. Итлекенсене публикацие урӑх мӗнле майпа сӗнмеллине шухӑшласа кӑларма хавхалантар.
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Мартра е апрельте пулӑшакан пионер пулса ӗҫлемешкӗн халех хатӗрленме тытӑн (15 мин.). Сӳтсе явни. «Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗ савӑнӑҫлӑ пултӑр!» статьяри вырӑнлӑ шухӑшсене пӑхса тух (km 2/14 2 с.). Пулӑшакан пионер пулса ӗҫлемешкӗн халех хатӗрленме пуҫламаллине палӑртса кала (Ыт 21:5). Пулӑшакан пионер пулса ӗҫленӗ икӗ хыпарҫӑран интервью ил. Вӗсен мӗнле чӑрмавсене ҫӗнтерме тивнӗ? Ҫак ӗҫ вӗсене мӗнле савӑнӑҫ панӑ?
Пухура Библи вӗренни: ia 8 сып., 1—16 абз. (30 мин.)
Ку тата тепӗр эрнери тӗлпулусенчи шухӑшсене кӗскен пӑхса тухни (3 мин.)
24-мӗш юрӑ тата кӗлӗ